Новоахпердинское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тăрăшса ĕçлеççĕ, ытлă-çитлĕ пурăнаççĕ

16 мая 2017 г.

Татмăшра пурăнакансем ял çывăхне лартса хăварнă икĕ пысăк курупкана курсан тĕлĕнсех кайнă. Çиеле тата "чухăнсем" валли тесе çырни те çынсене шухăша янă. Мĕн тултарнă-ши вĕсене? Кашни иртен-куран иккĕленнĕ. Пĕри вара ỹркенмесĕр кăсăклансах уçса пăхнă: кĕпе-тумтир иккен! Кивви те, çĕнни те пур унта. Анчах çакă тĕлĕнтерет: кам та пулин илсе кăмăлтан усă куртăр тесен çынсене çуклăхшăн мĕншĕн тĕкмелле? Хальхи саманара вара ун пек япаласене илекен те сайра-тăр. Татмăшсене никам та чухăн тееймĕ. Мĕн чухлĕ сухан, чĕкĕнтĕр вăрлăхĕ туса сутаççĕ вĕсем! Кỹршĕ ялсем те чернушка туянма унта çỹреççĕ. Выльăх-чĕрлĕх тытакан та йышлă.

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429353, Чувашская Республика, Батыревский район, с.Новое Ахпердино, ул.Ленина, д.46
Телефон: 8(83532) 66639
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика