Новоахпердинское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Кĕнеке _ чун апачĕ

31 марта 2017 г.

Килĕрен кашнийĕ тĕрлĕ хаçат-журнал çырăнса илеймест халĕ. Чун апачĕ вара кирлех. Çавăнпа хăшĕсем çĕнĕ хыпарсемпе Татмăш ял библиотекине килсе паллашаççĕ. Аслăраххисене "Хыпар", "Авангард", "Чăваш хĕрарăмĕ", "Тăван Атăл", кĕçĕнреххисене "Самант", "Тетте", "Тантăш" килĕшет. Вулавăша килнĕ май ытти кĕнекесемпе те паллашаççĕ. А. Ивановпа В. Дюкин алла илмен кĕнеке юлман та пулас библиотекăра. Ачасенчен Н. Дюкина, Я. Павлов, А. Михайлова матур. Иртнĕ çулпа илес пулсан С. Никифоров çĕнтерỹçĕ пулчĕ. Сергей Ивановичăн хĕрĕ Надежда та кĕнекепе туслă. Семеновсем çемьепе (Елена, Георгий, Никита) вулама юратаççĕ. Пĕр-пĕр кĕнекене кашнийĕ алла илет вĕсен. Вара пĕрле сỹтсе яваççĕ. Лайăх тата япăх геройсене палăртаççĕ.

Библиотекăна ачасем кашни кĕçнерникун пухăнаççĕ. Ун чухне вара вĕсемпе мĕн вуланине шĕкĕлчетпĕр. Кĕнекесене епле упрамаллине, тирпейлĕ тытмаллине калаçатпăр.

Кĕнеке фончĕ аванах пирĕн. Унта тĕрлĕ жанрпа çырнă произведенисем пур. Вĕсенченех тематикăпа выставкăсем хатĕрлетпĕр. Вулакансен конференцийĕсене ирттеретпĕр. "Литературăллă Чăваш Ен: 2016 çулхи чи лайăх вуланакан кĕнеке" конкурспа килĕшỹллĕн А. Павловскаян "Вĕрене шывĕ те пылак" произведение сỹтсе яврăмăр. Конкурса тăратнă кашни кĕнекене вулакан алла илме пултартăр тесе тăрăшатпăр.

А. ДЮКИНА, библиотекарь

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429353, Чувашская Республика, Батыревский район, с.Новое Ахпердино, ул.Ленина, д.46
Телефон: 8(83532) 66639
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика