Новоахпердинское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Воспитани парасси _ пĕрлехи ĕç

14 марта 2017 г.

Кашни çын пурнăçĕнче аттепе анне тĕп вырăн йышăнаççĕ. Вĕсемсĕр ачасене пурнăçăн тĕрĕс çулĕ çине тăратма питĕ кансĕр. Тин çуралнă пепке мĕн лайăххине, мĕн начаррине, мĕнле пурăнмаллине тавçăрмастех. Ăна аталантарса пырасси ашшĕпе амăшĕ çине пайланать. Ача садне çỹреме тытăнсан вара çак тивĕç тата унта ĕçлекенсем çине хурăнать. Çавна май пĕрлехи темăпа аслисемпе калаçусем те сахал мар ирттеретпĕр. Çыхăнăва çирĕплетекен мероприятисем йĕркелетпĕр.

Кăçал, акă, Амăшĕпе Ашшĕн çулталăкĕ пулнăран, çемье темине ытларах тимлĕх уйăратпăр.

Ачасене литературăн тĕрлĕ жанрĕпе, фольклорăн вак жанрĕсемпе (ваттисен сăмахĕсем, каларăшсем, сутмалли юмахсем) паллаштаратпăр, театрализациленĕ вăйăсем йĕркелетпĕр. Ачасене аслисене пулăшма, вĕсен ĕçне-хĕлне хутшăнма хăнăхтаратпăр. Ашшĕ-амăшĕ пек пулма тăрăшчăр тесе тĕрлĕ калаçу ирттеретпĕр. Уявсенче аслисем валли парне кỹме хăйсен аллисемпе ăсталаттарса ỹкер- чĕксем, аппликацисем хатĕрлеттеретпĕр. Пухусем тĕлне çулталăка халалласа "Ашшĕ, амăшĕ, ачисем" выставка хатĕрлетпĕр.

С. ЦЫГАНОВА, Çĕнĕ Ахпỹртри "Çеçпĕл" ача сачĕн воспитателĕ

 

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429353, Чувашская Республика, Батыревский район, с.Новое Ахпердино, ул.Ленина, д.46
Телефон: 8(83532) 66639
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика