Новоахпердинское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Мăнуксене _ пил, ачасене _ пехил

07 марта 2017 г.

Пукане пек тумлантарса лартнă хунямăшне Людмила кинĕ кăнтăр апатне вырăнĕ патнех илсе пырса çитерчĕ. Вуннăмĕш теçеткене вакланă ватă ĕнерхи мунча хыççăн вăй-халне пухса çитереймен курăнать. Шап-шурă вырăн таврашĕнче Зоя Александровна тата та шуранкан курăнчĕ. Çĕр улми нимĕрне килĕштерет ватă. Шăл çеммине чăмламасăрах антарма пулать.

Организма кирлĕ витаминсем чакнăран, çурхи çанталăк вăй-хал тапса тăракансене те сисĕн- терет. Ватăсене хавшатать çакă. Апатланнă хыççăн каллех пуçне минтер çине хума васкарĕ Кивĕ Катекри З. Сантина.

Пăхакана Турă тỹсĕм патăрах çав. Сăвапĕ те пултăр. Кин аллине юлнă хунямăшĕ. Каян хĕрсем хăйсем çемьеллĕ. Амăшĕн пурнăçĕпе интересленеççĕ-ха. Çăварĕ типмессерен куркапа чей илсе параймаççĕ çуртлă-йĕрлĕскерсем. Хамранах илсе калатăп çакна. Тĕп çуртри урай мунчали ăçта выртнине пĕлместпĕр те.

Шăпи саманан анлă сакки çинче саркаланса ларма май памарĕ Зоя аппана. Хĕр пĕвне кĕрсе пынă вăхăтра Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи пуçланчĕ. Улатăра вăрман касма кайнине час-часах аса илет. Пĕринче, çурхи шыв урлă каçнă чухне, юхса каясран сехри те хăпнăччĕ.

Самани йывăр пулсан та вĕренме тăрăшрĕ хĕр. Патăрьелĕнчи професси училищине çул тытрĕ. Унтан столовăйне ĕçе вырнаçрĕ. Çакăн чухне куç хыврĕ те ăна Василий Петрович. Мĕн пур йăла-йĕркене пăхăнса туй кĕрлеттерчĕç. Ватăсенчен пил илчĕç. Анчах çемьеллĕ пурнăç вăраха тăсăлмарĕ. 19 çултан мăшăрĕ çĕре кĕчĕ. Зоя Александровна 3 хĕрпе, икĕ ывăлпа тăрса юлчĕ. Асли 15 çултаччĕ. Кĕçĕнни вара ашшĕ вилсен икĕ уйăхран çеç кун çути курчĕ. Унăн та пурнăçĕ кĕске пулчĕ.

_ Вырăнпа выртакан мăшăрăма пăхнă чухне анне самаях çỹретчĕ-ха. Пĕрин çемĕн тепри алă улăштарма пулатчĕ. Иртнĕ кĕркунне те харсăрччĕ хуняма. Пахчари сухан вăрлăхĕсене тăрăшсах тирпейлерĕ. Хамăн анне те (Татмăшра пурăнать) пулăшрĕ. Кун пекех хавшаманччĕ-ха,_ тет кинĕ. Куллен хунямăшĕ çумĕнче Людмила Владимировна. Ватă çынна пĕччен пăрахса хăвараймастех.

Икĕ ывăл çитĕнтернĕ Сантинсем. Ăрăва малалла тăсакансем ĕçе пуçăннă.

Сывлăх пулсан пурăнмалла та пурăнмалла шăкăлтатса çемьен. Мăнукĕсем те асламăшĕ вĕсене туйра пил парасса шансах тăраççĕ.

А. АСТРАХАНЦЕВА

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429353, Чувашская Республика, Батыревский район, с.Новое Ахпердино, ул.Ленина, д.46
Телефон: 8(83532) 66639
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика