Новоахпердинское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Эсир мар-и, сцена ăстисем, Кивĕ Катек, Çĕнĕ Ахпỹрт "пикисем"

06 декабря 2016 г.

Кивĕ Катекри культура çуртĕнче аннесен конкурсĕ иртрĕ. Ăна Е. Кузнецова ертсе пычĕ. Малтанах конкурса хутшăнакансене Çĕнĕ Ахпỹрт ял тăрăхĕн пуçлăхĕ В. Краснов саламларĕ.

Конкурса çиччĕн хутшăнчĕç. Пурте матурсем, ĕçре те, обществăлла пурнăçра пултаруллисем, савнă мăшăрсем, юратнă аннесем.

Сцена çине тухнăскерсем малтанах хăйсемпе паллаштарчĕç. Унтан юрлас-ташлас пултарулăхне кăтартрĕç, пĕчĕк ача чĕркесе, сăпка юрри юрласа тĕлĕнтерчĕç, спорт вăййисенче те палăрчĕç. Тутлă апат пĕçерме те (шăрттан, кукăль, хуплу, салат) маçтăр. Ятуллă тумĕпе те илĕртеççĕ аннесем.

Пĕр конкурс хыççăн тепри черетленсе çеç пычĕ. Вĕсен хушшинче Г. Солдатова, О. Кувшинова, Э. Портнов юрăсем юрларĕç, сăвăсем каларĕç.

Жюрине çăмăлах пулмарĕ хĕрарăмсен пултарулăхне хак пама. Çĕнĕ Ахпỹртри Е. Еллина "Чи çепĕç", Кивĕ Катекри А. Антонова "Чи сăпайлă", М. Кошкина "Чи тараватлă", И. Кошкина "Чи пултаруллă", В. Белова "Чи матур" номинацисене тивĕçрĕç. Çĕнĕ Ахпỹртри Л. Лекарева "Вице анне", Кивĕ Катекри Н. Солдатова вара "Анне-2016" çĕнтерỹçĕ ятпа палăрчĕç.

Конкурсантсене Тав хучĕсемпе, парнесемпе чысларĕç. Уяв пурин кăмăлне те кайни сисĕнчĕ, халăх тăвăллăн алă çупрĕ.

В. ЛАРИОНОВ, клуб ертỹçи

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429353, Чувашская Республика, Батыревский район, с.Новое Ахпердино, ул.Ленина, д.46
Телефон: 8(83532) 66639
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика