Новоахпердинское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ватăсене хисеплесе чыс турĕç

04 октября 2016 г.

 Аслă çулхи çын яланах хисепре. Вĕсене чыслама Кивĕ Катекре ялти клуба пуçтарчĕç. Малтанах Çĕнĕ Ахпỹрт ял тăрăхĕн пуçлăхĕ В. Краснов уяв ячĕпе саламларĕ. Унтан пухăннисене социаллă хỹтлĕх пайĕн начальникĕ Н. Никитина салам сăмахĕ каларĕ, парнесем парса чысларĕ.

«Самана» ушкăн ватăсене хăйсен илемлĕ юррисемпе савăнтарчĕ. Уйрăмах В. Раш-тав сăмахĕсемпе çырнă савăк юрăсем ватăсен кăмăлĕсене кайрĕç. Л. Терентьева «Чăваш Ен», Н. Кувшинова «Каçарать атте-анне», И. Кошкина «Хурланмастăп кун иртнишĕн», М. Кошкина «Хуняма» юрăсем- пе чуна витерчĕç. Ватă çынсем те ыттисемпе пĕрлех ташларĕç, ушкăнпа та юрларĕç. Чылайăшĕн куçĕсенчен куççуль те юхрĕ.

Кăмăла тупма та, хăварма та пулать. Кивĕ Катекре пурăнакан кукамайсемпе кукаçисем, асаннесемпе асаттесем хăйсене çакăн пек хисеп тунăшăн клуб ĕçченĕсене кăмăлтан тав турĕç.

Калаçу сĕтел хушшинче малалла тăсăлчĕ. Кунта вара ватăсем хăйсен çамрăклăхне аса илчĕç, пĕр-пĕрин пурнăçĕпе кăсăкланчĕç.

В. ЛАРИОНОВ, клуб ертỹçи.

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429353, Чувашская Республика, Батыревский район, с.Новое Ахпердино, ул.Ленина, д.46
Телефон: 8(83532) 66639
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика