Новоахпердинское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ырра вĕрентнĕ вĕрентекенĕм

28 ноября 2015 г.

Çĕнĕ Ахпỹртри чи сумлă та хисеплĕ, ĕçчен те пултаруллă хастарсем _ Мария Александровнăпа Георгий Гурьевич Тукмаковсем çемье çавăрнăранпа 50 çул çитрĕ. Мĕн тери ăшă та ырă, салам сăмахĕсене тивĕç вĕсем! Георгий Гурьевич çамрăкранах халăх хушшинче те, çемьере те сăпайлăхĕ- пе, ăшă чунĕпе, ырă кăмăлĕпе тата ĕçченлĕхĕпе палăрса тăрать.

Мария Александровна вара тивĕçлĕ канăва кайичченех кĕçĕн класри ачасене вĕрентсе пĕлỹ пачĕ. Унăн ĕçри тĕрлĕ енлĕ пултарулăхĕнчен, ăсталăхĕнчен эпир, вĕренекенсем çеç мар, хăйĕн коллективĕнчи юлташĕсем те ăмсанса, тĕлĕнсе çеç тăнă.

Туслă та килĕшỹллĕ çемье ачисемшĕн те, кирек камшăн та тĕслĕх. Вăл вĕрентсе кăларнăскерсем хăйсен пĕлĕвĕпе те, йĕркеллĕ тытассипе те уйрăлса тăнă. Эпĕ пĕрремĕш учителĕн ырă енĕсене курса ỹссе хам та вĕрентекен пулма ĕмĕтленсе пурăнтăм. Эпир Мария Александровнăна питĕ юрататтăмăр, унпа савăнаттăмăр. Кирек ăçта пулсан та ăна ырăпа аса илетпĕр, тивĕçлипе мухтанатпăр. Амăшĕн тĕслĕхĕпе икĕ хĕрĕ те _ Алевтинăпа Надежда _ унăн ĕçне малалла тăсаççĕ. Мария Александровна вĕсене педагогика анине ăнăçлă кĕрсе кайма самаях пулăшрĕ. Вĕрентекенĕмĕр хăй ĕçе пуçăннă çулсенче самани паянхи пулман. Ачасен хăшĕн кĕнеки, хăшĕн ручки çитмен. Юнашар лараканпа пайлама вĕрентнĕ.

Туслăха мала хунă ун чухне. Чăн-чăн педагог пулнă вăл. Хĕллехи тăмансенче алсасене тăхăнтартса, тутăрсемпе шарфсене çăвар урлă çыхтарса янисем халĕ те асра. Анне евĕр сырăнаттăмăр ун çумне. Сасси çепĕç те майĕпен тухатчĕ. Тимлесе итлеттĕмĕр ăна. Аслисене хисеплеме, ыррине ăша хывма, усала сивлеме вĕрентнисем паян та асра.

Т. КУЗЬМИНА, вĕренекенĕ

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429353, Чувашская Республика, Батыревский район, с.Новое Ахпердино, ул.Ленина, д.46
Телефон: 8(83532) 66639
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика