Новоахпердинское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тайма пуç Сире, учительсем!

11 сентября 2015 г.

Учитель. Вĕрентекен... Çулсем иртнĕ май пирĕншĕн, ĕнерхи шкул ачисемшĕн, ытла та хаклă çак сăмахсем. Вулама, çырма, шутлама хăнăхтарнăскерсем яланах асра. Тепĕр чух чи çывăх тус, юлташ вырăнне хурса, çумма ларса пĕр уйрăлмасăр калаçас, ĕмĕт-шухăшпа, хуйхă-суйхăпа, телейпе пайланас килет. Вĕсем вара пирĕншĕн тăван ачисемшĕн пекех пăшăрханаççĕ, ăнăçусемшĕн савăнаççĕ.

Пĕрле вĕреннĕ ачасемпе тахçантанпах пĕрле пуçтарăнманччĕ. Кивĕ Катекри шкулпа сыв пуллашни, çĕршывăн тĕрлĕ кĕтесне саланни часах çур ĕмĕр çитет, çавна май кăçал пĕлỹ кунĕ умĕн тантăшсемпе тата хамăра вĕрентнĕ учительсемпе тĕл пулма шухăшларăмăр.

Савăнăçпа, çĕкленỹллĕ кăмăл-туйăмпа пухăнтăмăр, анчах та ман чунра пĕрех темĕскер çитмерĕ. Пĕр парта хушшинче ларнă туссем, доска умĕнче тăрăшса ăнлантаракан учительсем пурте çукки сисĕннипе-ши? Малтанласа вĕсем халь-халь алăка уçса кĕрессĕн туйăнчĕç, анчах вăхăт иртсен те йыш хутшăнманран асăну курки çеç çĕклеме тиврĕ.

Тĕл пулура чылай çул шкул директорĕнче ĕçленĕ вăрçă ветеранĕ В. Владимиров вилнине пĕлтерчĕç. Маларах Г. Сорокин, П. Таллин, А. Смирнов ветерансем пирĕнтен ĕмĕрлĕхех уйрăлнăччĕ. Курнăçăва кашни çулах çитессине хăварса пынăран вĕсемпе пĕрле кăмăл туличчен калаçса ларма ĕлкĕреймерĕмĕр. Питĕ те шел. Сыввисенчен те М. Теребилова, Л. Бойкова, А. Владимиров çеç пирĕнпе юнашар ларчĕç. Вĕсен кашнийĕн ĕç стажĕ 40 çултан та иртет.

Аса илỹ, телейлĕ ачалăх, шкулта ăс пухнă кунсем... Кивĕ Катек ялĕ пысăк мар пулсан та сакăр класлă пĕлỹ çуртĕнче 200 ытла ачаччĕ. Кашни класрах 30 яхăн вĕренекен. Учительсем тĕрлĕ ялтан çỹретчĕç, ытларахăшĕ Патăрьелĕнченччĕ. М. Теребиловăпа Л. Бойкова та район центрĕнченччĕ. Кашни кунах _ çумăр çăвать-и, асар-писер çил-тăман алхасать-и _ ниме пăхмасăр 8 сехете çитетчĕç. Вăл çулсенче асфальт пулман, автобус та çỹремен, пылчăк çăрса е чĕркуççи таран юр ашса утма тивнĕ кашнинех. Çил-тăвăллă çанталăкра çулран аташса çỹренисем те пулнă.

Кĕркунне, ытларах чухне çуркунне Ыхра Çырми юхан шывĕ чĕр нуша кăтартатчĕ. Ун чухне çут çанталăк хăйне ирĕклĕ туятчĕ, час-часах çырмари шыва çырантан илсе тухса ял урамĕсене, хирсене сапалатчĕ. Ĕçе васкакан учительсем кăкăр таран йĕпенсе ĕçе килнине аса илчĕç. Çăмăл килмен вĕсене. Шухăшлатăп та, чăн-чăн паттăрлăх кăтартнă. Никама та ỹпкелемен, хăйсен ырă ĕçне малалла тунă. Чунĕсене парса, сывлăхĕсене шеллемесĕр пирĕншĕн, пирĕн пуласлăхшăн тăрăшнă, вĕрентсе кăларса пин-пин çын хушшинче тивĕçлĕ вырăн тупасса шаннă. Тен, тепĕр чух, ача пулнăран эпир çакна ăнланман. Хушăран кỹрентернĕ те пуль... Паян, çулсем иртнĕ май, хамăра вĕрентнĕ тата ытти пур учителе те ăш сăмах çеç калас, çăмăл мар ĕçре ăнăçу сунас килет.

Г. ИГНАТЬЕВ, писатель, Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ строителĕ, Раççейĕн хисеплĕ строител

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429353, Чувашская Республика, Батыревский район, с.Новое Ахпердино, ул.Ленина, д.46
Телефон: 8(83532) 66639
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика