Новоахпердинское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Валерий Раштавăн "Телей кайăкĕ" пурах…

29 июля 2015 г.

ÇАКНА вулаканăмăрсем тепĕр хут алла тытсах ĕненчĕç. Синкерлĕхе пула вун пилĕк çул вырăн çинчен те тăрайман Кивĕ Катек чăвашĕ, Валерий Самойлов _ Раштав поэт, хăйĕн шăпипе çеç çырлахмасть, йывăрлăхсене çĕнтерсе йĕрке çумне йĕрке шăрçалать. Нумай пулмасть вăл хăйĕн чи çывăх тусĕсемпе юлташĕсен пулăшăвĕпе иккĕмĕш кĕнекине çут тĕнчене кăларчĕ. Чĕре таппипе килĕшỹллĕн çуралнă иккĕмĕш "пепкине" шăпах "Телей кайăкĕ" тесе ят панă.

Пуç пỹрне хулăнăш капăр хуплашкаллă кĕнекене сăмах ăстин 216 сăвви вырнаçнă. Тарăн шухăшлă та çăмăл вуланакан сăвăсене пурне те тенĕ пекех кĕвĕ ăстисем юрра хывнă. Паян 26 артист сцена çинчен унăн сăмахĕпе çырнă юррисене шăрантарать. Вăл шутра эпир пурте кăмăллакан Фарида, Алексей Московский, Андрей Думилин, Татьяна, Алексей Шадриков, Сергей Павлов, Алина Федорова тата ыттисем те. Ĕмĕчĕсем сулмаклă ентешĕмĕрĕн. Ăнăçу кайăкне алăран вĕçертмесĕр тата нумай пархатарлă ĕç тума шутлать Валерий Раштав. Çапла тума сусăр çынна ырă Турă сывлăхне çеç патăр, пулăшса пытăр.

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429353, Чувашская Республика, Батыревский район, с.Новое Ахпердино, ул.Ленина, д.46
Телефон: 8(83532) 66639
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика