Новоахпердинское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » "Пăла хĕрринче" кĕнеке презентацийĕ

08 июля 2015 г.

Утă уйăхĕн 1-мĕшĕнче Патăрьелĕнчи тĕп вулавăшра районти краеведăн, В. Г. Люкинăн "Пăла хĕрринче" кĕнеке презентацийĕ иртрĕ.

Мероприятине чăваш таврапĕлỹçисен ушкăнĕн кăнтăр енчи районсен кураторĕ Николай Дмитриевич Ларионов, чăваш таврапĕлỹçисен Патăрьел районĕн ушкăнне ертсе пыраканĕ Дмитрий Николаевич Коннов, паллă краевед Александр Николаевич Салмин, тĕп вулавăш çумĕн-че йĕркеленĕ пенсионерсен "Савăнăç" ("Радость") клуб ертỹçи Лидия Васильевна Ижедерова, районти "Авангард" хаçат редакцийĕн тĕп редакторĕ Нина Васильевна Мазякова, ял библиотекарĕсем хутшăнчĕç.

Презентацие библиотекăри тивĕçтерỹ пайĕн ертỹçи Наталия Ракова уçрĕ. Наталия Алексеевна В. Г. Люкин пултарулăхĕ çинчен кĕскен каласа пачĕ.

Владимир Григорьевич Люкин 1947 çулхи кăрлач уйăхĕн 3-мĕшĕнче Патăрьел районĕнчи Çĕнĕ Ахпỹрт ялĕнче çуралса ỹснĕ. 1954 - 1965 çулсенче ялти шкул сукмакне такăрлатнă. Аслă классенче вĕреннĕ чухне тракторпа çỹреме вĕреннĕ, колхоз ĕçĕнчен пĕрре те юлман.

1965-1970 çулсенче пултаруллă çамрăк Шупашкарти ял хуçалăх институчĕн агрономи факультетĕнче вĕренет. Аслă пĕлỹ илнĕ хыççăн Комсомольски районĕнчи "Урожай" колхозра агроном пулса ĕçлеме тытăнать.

1970 çул вĕçĕнчен пуçласа 1972 çулхи кăрлач уйăхĕччен çар хĕсметĕнче тăрать.

Салтакран таврăнсан районти ял хуçалăх управленийĕн тĕп агрономĕ пулса, унтан тăван ялти колхозра агроном пулса ĕçлеме тытăнать.Пур çĕре те ĕлкĕрет çамрăк, обществăлла ĕçре хастарлăхне кăтартать. Пĕр аслă пĕлỹпе çеç çырлахмасть, тата икĕ çĕрте куçăмсăр майпа вĕренсе истори, биологи учителĕн специальноçне алла илет, тăван ялти шкулта НВП, ОБЖ, истори предмечĕсене вĕрентме тытăнать.

Пĕр вăхăт Владимир Григорьевич ялти "Родина" колхоз председателĕ те пулса ĕçлет. Пултаруллă краевед "Авангард" хаçатпа яланах тачă çыхăну тытать, тĕрлĕ статья тата кроссворд ярса парать.

В. Г. Люкинăн "Пăла хĕрринче" кĕнекинче Çĕнĕ Ахпỹрт ял историйĕ, ял çыннисен ĕлĕкхи пурнăçĕ, паллă çыннисем çинчен тĕплĕн çырса кăтартнă.

Презентацие килнĕ халăх кĕнекене ырларĕ, кашнийĕ автора ырлăх-сывлăх, ăнăçу сунчĕ.

Н. РАКОВА, тĕп библиотекăн ĕçченĕ

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429353, Чувашская Республика, Батыревский район, с.Новое Ахпердино, ул.Ленина, д.46
Телефон: 8(83532) 66639
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика