Новоахпердинское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » ЧУНĕПЕ КАНĂçСĂР, ĕçĕПЕ МАТТУР

16 мая 2015 г.

 Çулсем, çулсем... Сисĕнмесĕр шуса иртеççĕ вĕсем. Шкултан аттестат илсе тухсан хăшĕ-пĕрисем пек: "Ăçта вĕренме каймалла-ши?" _ тесе пуçне ватман вăл, мĕншĕн тесен мĕн пĕчĕкрен тăван ялăн анлă уй-хирĕсене, вăрман тăрăхĕсене, шăнкăртатса юхакан Пăла, сăртран анакан Çăкал шывĕсене кăмăлласа ỹснĕ.

Ĕçчен пулнă вĕсен çемйи: Лиза ашшĕ, Егор Иванович Трифонов, уй-хир бригадирĕнче, амăшĕ Фекла Васильевна, хирте ĕçленĕ.

_ Атте-анне пире мĕн пĕчĕкрен хура ĕçе юратма хăнăхтарнă,_ каласа парать Елизавета Егоровна. _ Çăкăр тутипе пĕрлех унăн хакне те ачаранах туйса ỹснĕ эпĕ. Шкулта вĕреннĕ чухнех пысăккисемпе пĕр тан пай илсе тĕрлĕ культурăна çум курăкран тасатнă.

Çăмăл килмен хĕрĕн пурнăçĕ. Вуннăра чухне ашшĕ çĕре кĕнĕ. Тепĕр 7 çултан амăшĕ те ĕмĕрлĕхех куçне хупнă. Ун чухне Лиза шăллĕ 6-мĕш класа çеç çỹренĕ. Çапла вара тин çеç вăтам шкул пĕтернĕскер, "Родина" колхозра ĕçлеме пуçланă. Çулталăк уй-хир бригадинче вăй хунă хыççăн вырма вăхăтĕнче хĕре весовщика шаннă. Хĕлĕн-çăвĕн лăш курмасăр ĕçленĕ ун чухне. Шартлама сивĕре ферма выльăхĕсем валли улăм турттарнă. Ỹркенмен хĕр _ бригадир ăçта кайма хушать, унта утнă. Акара та, вырмара та малтисен ретĕнче пулнă. Килти хуçалăха та юхăнтарман, шăллĕне те вĕрентсе кăларнă.

Ĕçчен хĕре куç хывакансем самаях пулнă. Чĕри вара Анатолий Николаевича суйласа илнĕ. 1979 çулта иккĕшĕ çемье çавăрнă. Питĕ килĕштерсе, шăкăл-шăкăл калаçса, пĕр-пĕрне ĕçре те, килте те пулăшса пурăннă. Хунямăшĕ те кинне килĕштернĕ, çур сăмахранах ăнланнă.

_ Пăянам питĕ лайăхчĕ манăн, хăйĕн хĕрĕ вырăннех хуратчĕ. Çавăнпа та виçĕ ача çуратса та килте нумай ларман. Декрет вĕçленичченех ĕçе тухнă,_ иртнĕ вăхăтсене ăшшăн аса илет Лиза.

Шел пулин те пурнăçра пурте йĕркеллĕ, хăй çулĕпе пырать теме çук çав. 1993 çулта Елизавета Егоровнăна пысăк хуйхă пырса çапнă, унăн юратнă мăшăрĕ Анатолий сарăмсăр вилнĕ. Ун чухне Лиза 34 ра çеç пулнă. Йывăр çухату кỹнĕ суран час ỹт илеймест-çке. Вилнĕ çын хыççăн вилейместĕн. Юлнисен пурăнмалла, ĕçлемелле, ачасене ура çине тăратмалла. Мĕн чухлĕ тỹсĕмлĕх, чăтăмлăх, вăй, чун çирĕп-лĕхĕ кирлĕ çемье тилхепине куллен кун лăнчă ямасăр тытса пыма, саплаштарма, йỹнеçтерме, çынран кая мар пурăнма.

Виçĕ ача пăхса çитĕнтернĕ Елизавета Егоровна: икĕ хĕр те ывăл. Пĕчĕкренех вĕсен çумне куршанак çыпăçтарнă. Амăшĕ кунĕпе ĕçре чухне ачисем апатне те пĕçернĕ, выльăхне те пăхнă, пỹрт-çуртне те тирпейленĕ, пахчине те çум курăкран тасатнă.

Халĕ ачисем ỹссе çитĕннĕ ĕнтĕ. Алена Чăваш патшалăх университечĕн журналистика факультетĕнчен вĕренсе тухнă, Шупашкарти 35-мĕш шкулта ĕçлет. Антонина педагогика колледжĕ пĕтернĕ, психолог. Иккĕшĕ те çемьеллĕ, пĕрер ачаллă.

Çапла пурнăçăн савăнăçĕ те, хуйхи-суйхи те пĕрле. Ывăлĕ Саша çитĕнсен чире пула вилсе амăшне хуçса хăварчĕ.

Ку хуйха та хĕрарăм ĕçре пусарчĕ.Çапла, унăн ачалăхĕ те, çамрăклăхĕ те тăван ялта иртрĕ. Уй-хир бригадинче вăй хунисĕр пуçне 2001-2008 çулсенче "Родина" колхозăн тырă складĕнче те ĕçлерĕ. Кирек ăçта пулсан та хастарлăхпа, ĕçе тирпейлĕ, тĕплĕ тунипе палăрса тăчĕ.

Коллективлă хуçалăх йăвашланма пуçласан Лиза Е. Мартышкин фермер хуçалăхĕнче ĕçлеме пуçларĕ. Унта та маттурлăхпа палăрчĕ вăл. Çакăншăн иртнĕ çул Çĕнĕ Ахпỹртре пулнă район уявĕнче фермер Е. Николаевана Хисеп грамотипе, хаклă парнепе чысларĕ.

Елизавета Егоровна тивĕçлĕ канура пулсан та çамрăксенчен юлмасть. Картиш тулли выльăх-чĕрлĕх усрать, гектар ытла çĕр çинче севок-сухан, кишĕр, чĕкĕнтĕр, çĕрулми çитĕнтерет. Унăн пахчи яланах тап-таса, кил-çурчĕ те тирпейлĕ. Пĕчĕкрех пỹ-силлĕ, вĕри, вăр-вар, илемлĕ пит-куçлă хĕрарăм çине пăхса çапла шутларăм: ыр кăмăллăхĕ, маттурлăхĕ, хастарлăхĕ, çăл куç пек тапса тăрать-çке! Çавăнпах ăна ял-йыш та хисеплет, сума сăвать. Çĕр çинче çакăн пек ăш-пиллĕ çын нумай пулсан пурăнма та çăмăлрах.

В. МАЛЬЦЕВА

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429353, Чувашская Республика, Батыревский район, с.Новое Ахпердино, ул.Ленина, д.46
Телефон: 8(83532) 66639
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика