Новоахпердинское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Вăрçă терчĕ кăларнă куççуль

06 мая 2015 г.

 Манăн кукаçи, Максим Федорович Якушкин, 1902 çулта Кивĕ Катек ялĕнче çуралнă. Вăл колхоз йĕркелес ĕçе хастар хутшăннă, хăй пĕрремĕш кĕнĕ.

1940 çулсем умĕн кукаçи ачи-пăчипех, Патăрьел районĕнчен 12 çемьепе пĕрле, Карело-Финскинех пурăнма кайнă. Куркисс районне лекнĕ. Вĕсене валли çуртсем те хатĕр пулнă. Кукаçи "Рассвет" колхозра ферма заведующийĕнче вăй хунă. Вырнаçса йĕркеленсе çеç çитнĕ _ хăрушă вăрçă пуçланнă. Арçынсене тăшманпа çапăçма илсе кайма пуçланă, вĕсем хăйсем тухса кайиччен çемйисене инçетелле ăсатма тытăннă. Кукамай, Ульяна Константиновна, шăпах кĕçĕннипе йывăр çын пулнă. Пĕтĕм терт-нуши вăталăх хĕрне, 14 çулти Лида çине, тиеннĕ. Аслине, Санюк аппана, вĕсем Кивĕ Катекех хăварнă. Çĕнĕ çĕртен каялла килес пулсан ăçта каймалла? Çамрăк хĕр çуртра пĕчченех тăрса юлнă, кунсерен колхоз ĕçне çỹренĕ.

Тăван тăрăха таврăнас тесе виçĕ михĕ сухари типĕтнĕ. Чи кирлĕ япалисене илсе, выльăхĕсене хăваласа вăрçă вырăнĕсенчен тарма пуçланă. Каçхине утнă, кăнтăрла вăрманта пытанса ларнă. Çутă чухне тăшман самолечĕсем бомбăсем пăрахнă. Кĕтỹри ĕнесене суса сĕт ĕçнĕ, пăрусене пусса яшка пĕçерсе çинĕ. Çапла виçĕ эрнерен вĕсем чикĕ хĕррине çитнĕ. Паромпа Ленинграда каçнă. Малалла пăрахутпа е поездпа кайма тивнĕрен выльăхĕсене пĕр кантура парса хăварнă.

Пĕр эрне иртсен кукаçин çемйин çурçĕре каякан поезд çине ларма черет çитнĕ. Тул çутăлас умĕн çынсем Нева урлă хунă кĕперпе каçма пуçласан тăшмансем бомбăсем пăрахма пикеннĕ. Кукамайпа ачисем тепĕр енне çитнĕ хыççăнах каçма сирпĕннĕ. Пурте шыва ỹкнĕ: çуйхашу, кăшкăрашу....

Çывăх çыннăмсем икĕ эрне килнĕ. Пассажирсенчен вĕсем поезд Канашра 2 минут чарăнса тăнине пĕлнĕ. Анса юлма шухăшлаççĕ, анчах аслисене тухса кĕме чарман пулсан, ачасене ирĕк паман. Кукамай вагонтан тухать те чỹрече патне пырать. Лида (манăн анне) кĕçĕннисене кăларать, хăй вара поезд хускалнăран аран-аран сиксе ĕлкĕрет. Вĕсемпе пĕрлех хамăр районтан тата тепĕр çемье те пулнă, анчах хĕрĕ чирленĕрен тăрса юлайманнипе Çĕпĕрех кайнă. Вăрçă хыççăн 3-4 çултан тин ялне килнĕ тетчĕç.

Июньте çула тухса август уйăхĕнче Чăваш Ене çитнĕ Якушкинсен çемйи. Хуçалăхсем вырмана тухнипе кукамай Канашри элеватора çул тытать. Телейĕ юнашарах пулнă иккен: Алманчăран тырă леçме килнĕ. Хăй те çак ялтан пулнăран шоферне те паллать. Ырă водитель вĕсене килнех çитерсе хăварать. Çапла кукамай тăван йăвана ачисене тĕрĕс-тĕкел илсе килет.

Çитме çитеççĕ-ха, анчах вĕсен çуртĕнче эвакуаципе килнĕ 8 хĕрарăма вырнаçтарнă. Ют çынсене урăх çĕрте хỹтлĕх тупса панă хыççăн тин хăйсен кĕтесĕнче пурăнма пикенеççĕ. Сентябрьте пĕчĕк хĕр пĕрчи çут тĕнчене килет, ăна Клавдия ят параççĕ.

Ырă кăмăллă чăваш хĕрарăмĕ вăрçăра çапăçакан мăшăрне кăштах та пулин пулăшас тĕллевпе сухари типĕтет, сурăх пусса шăрттан тăвать. "Макçăм илеет-и, илеймест-и, хăш салтак та пулин выçлăхран хăтăлтăрччĕ", _ тесе хатĕрленĕ япалисене посылкăпа яма Патăрьелĕнчи почта уйрăмне каять. Анчах йышăнман, йĕре-йĕре каялла йăтса килнĕ вăл.

Кукаçи Ленинград патĕнче çапăçнă, тăватă çыру çеç яма ĕлкĕрнĕ. Пĕринче вăл блокадăри выçлăх, апат-çимĕçе самолетпа пăрахса пани, хăш-пĕр чухне вĕсен аллине лекменни пирки пĕлтерет. Ачисене ырă-сывă çитĕнтерме хушать. Куçне хупиччен хăйĕн хĕр çуралнине пĕлсе ĕлкĕрнĕ. Вăл 1942 çулхи мартăн 5-мĕшĕнче пĕр çапăçура пуçне хунă.

Кукаçи вилни пирки хыпар çитни çур çул иртсен аслă хĕрне фронта кайма ят тухать. 1923 çулта çуралнă 5 пикене фашистсемпе çапăçма илсе тухса кайнă. Александра Степановăна, Мария Богдановăна, Дарья Богдановăна салтак юрри юрласа, ал шăлли вĕçтерсе ялĕпех ăсатнă. Вĕсем арçынсемпе юнашар тăрса тăшманпа çапăçнă. Килĕсене пурте чĕрĕ-сывă таврăннă.

Санюк аппа 1946 çулта килнĕ. Вăл вăрçă пирки аса илме юратмастчĕ. Малтан зенитчица пулнине, кача тата ятсăр пỹрнисене таттарнă хыççăн çĕр улми шуратма янине калатчĕ. Ыйтса пĕлес тесен те яланах: "Эпир нимĕн те каласа памастпăр тесе алă пуснă", _ тетчĕ.

Аппа Çĕнĕ Ахпỹрт каччипе, Макар Иванович Уруковпа, çемье çавăрнă. Вĕсем 8 ачана кун çути парнеленĕ, анчах йывăр чире пула 1969 çулхи майăн 7-мĕшĕнче ветеран ĕмĕрлĕхех куçне хупнă.

В. ЧЕРНОВА. Татмăш ялĕ

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429353, Чувашская Республика, Батыревский район, с.Новое Ахпердино, ул.Ленина, д.46
Телефон: 8(83532) 66639
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика