Новоахпердинское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » АЧИСЕН ТЕЛЕЙĕШĕН САВĂНАççĕ

06 февраля 2013 г.

Çĕр-шыв çинчен хывнă юрăсене пĕчĕкренех юратнă Татмăш ялĕнчи Петр Петрович Игнатьев. Вĕсем пурнăçри йывăр вăхăтсенче чуна пусăрăнтарма та, хаваслă самантсенче кăмăла çĕклентерме кирлĕ. 1933 çулхи кăрлачăн 14-мĕшĕнче вăл 80 тултарчĕ. Пурнăç тăршшĕпе историн тĕрлĕ тапхăрĕнче пурăнма тÿр килнĕ ăна. Чи йывăр саманчĕ, паллах,вăрçă çулĕсем. Ăна вăл ĕмĕрлĕхех ашшĕсĕр тăлăха хăварчĕ. Амăшĕн, Валентина Гавриловнăн, виçĕ хĕр те пĕр ывăла ура çине тăратмалла пулчĕ. Çапах Петя шкулта лайăх вĕренме тăрăшрĕ. Кайран тракторист профессине алла илчĕ. 20 çул хушшинче мĕн чухлĕ ана сухаламан, акман-ши! Ун хыççăн 20 çул ытла фермăра операторта тăрăшнă. Ĕçе юратса, тирпейлĕ тунă. Унсăр пуçне вăл çамрăксемшĕн тĕслĕх пулнă: эрех-сăра ĕçсе, пирус туртса иртĕхмен.

Матур яша нумай хĕр куç хывнă. Анчах та вăл ялти ĕçчен те сăпай хĕре – Валентина Ивановна Кузнецована кăмăлланă, унпа çемье çавăрнă. Çак туслă мăшăра пурнăç тăрш-шĕпе утса тухма нимĕнле йывăрлăх та хăратман. Иккĕшĕ те вĕсем пĕр-пĕрне пулăшса, пĕр çăвартан сурса пурăннă. Петя тетепе Валя аппа тăхăр хĕр çуратса ÿстерсе пурнăç çулĕ çине кăларнă, пурне те килĕшекен специальноç илме май панă. Çемьере тату пурнăç пултăр тесе колхозра ĕçленисĕр пуçне килте те нумай тăрмашма тивнĕ вĕсен.

Игнатьевсем хăтлă чул çурт лартнă. Укçи-тенки çитсе пытăр, ачисем выçă ан ларччăр, яка тумтирпе çÿреччĕр тесе йышлă выльăх-чĕрлĕх усранă, пыл хурчĕсем ĕрчетнĕ, помидор калчисем ÿстернĕ.

Ĕçре хастар пулнăшăн Петр-па Валентина Игнатьевсем çулсерен хисеп хучĕсем, парнесем илнĕ, ĕç ветеранĕн хисеплĕ ятне тивĕçнĕ. Халĕ вара иккĕшĕ те тивĕçлĕ канура.

Паянхи кун Петр Петровичпа Валентина Ивановна пурнăçра телейлĕ çынсем: хĕрĕсем мăшăрĕсемпе, ачисемпе тĕрĕс-тĕкел савăнса, юратнă ĕçĕсенче ĕçлесе пурăнаççĕ.

 

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429353, Чувашская Республика, Батыревский район, с.Новое Ахпердино, ул.Ленина, д.46
Телефон: 8(83532) 66639
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика