Новоахпердинское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Аслисем тĕслĕхлĕ

13 февраля 2013 г.

Çĕнĕ Ахпÿртри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкулăн пĕрремĕш тата виççĕмĕш класĕнче вĕренекенсем Патăрьелĕнчи “Çăкăр” музейри “Киндукуш тăвĕнче ыталарĕ пире вăрçă” курава çитсе курчĕç. Н. Румянцева экскурсовод ачасене 40-мĕш армин ĕçлĕ карттипе паллаштарчĕ, Афганистанри моджахедсемпе çапăçнă вырăнсене кăтартрĕ. Чăвашран 244 салтак çак вăрçа лекнĕ, 115-шĕ вилнĕ. Çапăçусем 10 çула тăсăлнă. Арçынсемпе танах 50 яхăн медсестра Афганистан вăрçин йывăрлăхне тÿссе ирттернĕ. Электричествăсăр палаткăсенче, хирте аманнă салтаксене пулăшу панă.

Ачасемшĕн экскурси усăллă иртрĕ. Афганецсен тумĕ, фотоальбомсем, хаçатсем интереслĕ пулчĕç. Сăмах май, Çĕнĕ Ах-пÿртрен те 13 кайнă унти вăрçа: Ю. Майрушкин, В. Шикиров, В. Тукмаков, А. Каштанов, Ю. Кротов, Р. Бородов, Ю. Чернов, Г. Синеев, Н. Артемьев, А. Ильин, А. Артемьев, А. Майоров, Ю. Сачков. Вĕсем – ачасемшĕн ырă тĕслĕх. Вĕренекенсем аслисем пекех патвар та харсăр салтаксем пуласса шанса тăрас килет.

 

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429353, Чувашская Республика, Батыревский район, с.Новое Ахпердино, ул.Ленина, д.46
Телефон: 8(83532) 66639
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика