Новоахпердинское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Уншăн ĕç _ телей çăл куçĕ

08 апреля 2015 г.

Тăван çĕршыв ăçтан пуçланать? Пĕчĕк тăван çĕршывран, çакă вара эпир çара уран чупнă вăхăтри ачалăхран пирĕн чĕресенче "çырăнса" юлать. Ку туртăма эпир мĕн ĕмĕр тăршшĕпех упратпăр. Василий Николаевич Солдатовăн (ỹкерчĕкре) тăван çĕршывĕ _ Кивĕ Катек ялĕ.

Пурнăç çулне аса илнĕ май, Василий Николаевичăн кăмăллă, сăпайлă пит-куçĕ е шухăшлăн салхуланса каять, е çемçе, кăшт именчĕклĕрех кулăпа тулса çуталать. Йывăррине те курма-тỹсме тивнĕ çав. Анчах юратнă ĕçĕ уншăн пурнăçра чи хакли, чи кирли пулса тăнă, кирек мĕнле чухне те алла усма паман, шухăш-кăмăла çĕкленĕ, вăй-хал кỹнĕ.

Çуллахи каникул вăхăтĕнче юлташĕсемпе лашапа утă-улăм турттарнă чухнех вăл уйра ĕçлекен трактористсем çине ăмсанса пăхнă. Техника паркĕнчи ĕç шавĕ ăна çав тери килĕшнĕ. Çавăнпах ĕнтĕ ялти шкултан вĕренсе тухнă хыççăнах Саратоври механизаци училищине çул тытнă. Икĕ çултан анлă профильлĕ машинист-тракторист правине илсе тăван яла таврăннă, Патăрьелĕнчи çул-йĕр участокĕнче вăй хума пуçланă. Çамрăк каччăна тỹрех автогрейдер çине лартнă.

Кĕркунне çамрăка çара кайма ят тухнă. Икĕ çул салтак пăтти çисе çĕршыв умĕнчи тивĕçе пурнăçласа килнĕ хыççăн каллех юратнă ĕçе кỹлĕннĕ. Çав вăхăтрах каçхи шкула çỹресе вăтам пĕлỹ илнĕ. Шаннă тивĕçе чунтан юратса, парăнса пурнăçланăран Василие коллективра та хисепленĕ. Вăл автогрейдера яланах пĕр кăлтăксăр ĕçлеттернĕ.

Пурте пĕрле "пĕр кỹлле сурнăран" "Дорспецстрой" пĕрлешĕвĕн "Батыревская" механизациленĕ çул-йĕр колонни строительствăпа монтаж ĕçĕсен планне ăнăçлă пурнăçласа пынă. Районти мĕн пур колхозсенчи механизациленĕ йĕтемсене, урамсемпе тăкăрлăксене асфальт сарса тирпей-илем кĕртнĕ. Хĕллехи вăхăтра аслă çулсене, ферма патне каяканнисене юртан тасатнă.

Вăхăт иртнĕçемĕн хăв утса тухнă çул çине ытларах та ытларах çаврăнса пăхатăн. Василий Николаевич кăçал 60 çул тултарать. 42 çул автогрейдер машинистĕнче вăй хунăскер çак тапхăрта миçе çухрăм асфальт сарман-ши?! Питĕ нумай. "Батыревская" куçса çỹрекен механизациленĕ çул-йĕр колоннинче çеç 32 çул тăрăшнă. Пиллĕкмĕш çул ТПК "Шыгырдан" предприятинче ĕçлет. Патăрьелĕнчи, Çĕмĕрлери, Йĕпреçри, Шупашкар районĕсенчи ялсенче тунă стадионсенче, спорткомплексĕсенче В. Солдатовăн тỹпи те пур.

Василий Николаевича улттăмĕш теçеткере пынине ниепле те ĕненес килмест. Вăл халĕ те ырми-канми ĕçлет, утти те вăр-вар, йăрă. Пĕр самант та алă усса лармасть. Тăрăшулăхне пулах вăл чыс-хисепне те тивĕçнĕ. Районти, мехколоннăри Хисеп хăми çинчен сăн ỹкерчĕкĕ кайман. "Професси тĕлĕшĕнчен чи лайăххи" ята, Хисеп хучĕсене, çавăн пекех йỹнĕрех хакпа тата черетсĕр "Москвич" çăмăл автомашина та туянма тивĕçнĕ.

_ Эпĕ хамăн шăпама тав тăватăп, _ тет В. Солдатов.

_ Пурнăçăн çул-йĕрĕпе юнашар утма суйласа илнĕ мăшăрăм, Елена Феоктистовна, мана çур сăмахран ăнланакан çын пулчĕ. Сăмах май каласан, Елена Феоктистовна обществăлла апатлану предприятийĕнче вăй хурать, "Юность" кафере буфетчица.

Василий Николаевичпа мăшăрĕ икĕ ывăл çитĕнтернĕ, аслă пĕлỹ илнĕ, çемьеллĕ. Сергей _ экономист, Алексей _ юрист. Солдатовсем виçĕ хутчен асатте-асанне пулнă. Июль уйăхĕнче вара Солдатовсен юбилей кĕреки тăванĕсене, тус-юлташне пуçтарĕ.

В. МАЛЬЦЕВА

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429353, Чувашская Республика, Батыревский район, с.Новое Ахпердино, ул.Ленина, д.46
Телефон: 8(83532) 66639
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика