Новоахпердинское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » ВĕСЕМ çĕНТЕРĕВЕ çЫВХАРТНĂ

25 марта 2015 г.

Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче çĕнтерỹ тунăранпа кăçал 70 çул çитет. Çак юбилее халалласа вăрçа хутшăннисене, инваличĕсене, тыл ĕçченĕсене, унччен фашизм тĕрмисенче нуша тỹснĕ çул çитменнисене юбилей медалĕсемпе чыслаççĕ. Чăваш Енри 24 пин çын хушшинче Çĕнĕ Ахпỹртри А. Океанова хушамачĕ те пур. Александра Андреевнăна çак медале парса чыс тунă та ĕнтĕ.

Тыл ветеранĕ ăна илнишĕн хĕпĕртет-ха. Анчах хаяр вăрçă вутне кĕрсе çамрăклах пуçне хунисен кун-çулĕ ытла та кĕске пулнишĕн пăшăрханнине пĕртте пытармасть. Паянхи кун ашшĕпе пĕр тăван тетĕшĕн _ Михаил Федоровичăн вил тăпри Волгоград облаçĕнчи Суровикино районĕнчи Бурацки ялĕн масарĕнче пулнине пĕлнĕ хыççăн та лăпланаймасть. Кĕрнеклĕ хул-çурăмлă, ытла та кăмăллă çынччĕ вăл. Анчах шăпа ăна çĕнтерĕве кĕтсе илсе яла каялла таврăнма пỹрмен.

Миша тăван йăваран 16 çултах тухса кайнă. Пĕр хулари çар училищине вĕренме кĕнĕ. Хăйшĕн пăшăрханасси пулман унăн. Вĕреннĕ çĕрте вăхăтлă апат çитереççĕ, тумлантараççĕ. Выçлăх çулĕ ялтисене хавшатнă. Çакна шута илсе Михаил Федорович Энтри шăллĕпе Марье йăмăкне 1921 çулта Н. Крупская патне вырнаçтарнă.

_ 19 çулхи чăваш ачи ун чухнех епле пултаруллă пулнă. Вăрçăра вара ăна утлă разведка командирне лартнă. Унпа пĕр корпусра пулнă хамăр ялти А. Каштанов Михаил Федоровичăн харсăрлăхне палăртса яланах аса илетчĕ, _ тет Александра Андреевна.

1941 çул вĕçĕнче М. Океанов вăрçă хирĕнчен Хусана лашасем илме килнĕ пулнă. Çĕр çывăрмасăр çула май киле кĕрсе тухма май тупнă. Канашран çуранах Çĕнĕ Ахпỹрте çитнĕ.

Вĕреннине кура ентеше çарта чи кăткăс разведкăсене янă. Пĕринче Михаил Федорович 10 нимĕç салтакне вĕлерсе пĕччене пĕччен офицера тытса килнĕ. Çакăншăн ăна "Хĕрлĕ Çăлтăр" орден памалла тунă. Анчах пуля хăйне те хĕрхенмен. Пĕр каçах ăна 7 салтакпа пĕрле вĕлернĕ. Унăн паттăрлăхне çирĕплетекен документсемпе орденĕ паянхи кун та Александра Андреевна патĕнче типтерлĕн упранаççĕ. Вĕсене миçе хутчен тытса пăхмасть-ши тыл ветеранĕ.

Океановсен тĕпри çуртне вĕлтĕрен пусма памарĕ Михаил Федоровичăн ăрăвне малалла тăсаканĕ. Хăй те тетĕшĕ пекех харсăрскер вăрçă тутине вăхăтĕнче аванах тỹснĕ йăмăкĕ. Амăшĕпе юнашар тăрса çум çумланă, молотилка патне кĕлте сĕтĕрнĕ, кантăр татнă тата ытти те. Вăй питти арçынсем тăван çĕршыва хỹтĕленĕ чухне ачаллах ирхи хĕвелпе вăранса тỹпене çăлтăрсем тухичченех ĕçре пиçĕхнĕ. Амăшне 5 пĕр тăвана пăхса ỹстерме çăмăл пулман. Вăрçă ачисем пулнă-çке вĕсем. Ашшĕ те çапăçу хирĕнчен йывăр аманса таврăннă.

Эх, çамрăклăх! Килчĕ те иртрĕ темелли çеç юлчĕ. Колхозри сурăх ферминче 15 çул ĕçлерĕ Александра Андреевна. Кайран сыснасем патне куçрĕ. Районти, республикăри "Чи лайăх ферма ĕçченĕ" ятсене пĕр хутчен çеç мар тивĕçрĕ. Комсомол путевкипе чукун çул тума кайни те асрах. Унти организацинче 29 çул ĕçлерĕ. Хисеп хăми çине сăнне тăтăш вырнаçтаратчĕç. Ятне Хисеп кĕнеки çине кĕртрĕç. Социализмла ăмăрту çĕнтерỹçи те пĕрре çеç мар пулнă. Хулари хаçат страницисенче чăваш хĕрарăмĕн ĕç ăсталăхне кăтартса темиçе хутчен те материалсем пичетленĕ...

Паян чун йăпатмăшĕ те пур ватă çыннăн. Районта тухса тăракан "Авангард" хаçат. Вăл килессе куç сиктерми кĕтет. Кирек хăш страницине те вуласа тухать. Мĕнле çĕнĕлĕх пур, кама саламлаççĕ, кам вилнĕ тата ытти те.

А. АСТРАХАНЦЕВА

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429353, Чувашская Республика, Батыревский район, с.Новое Ахпердино, ул.Ленина, д.46
Телефон: 8(83532) 66639
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика