Новоахпердинское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ĕçлесен çеç тупăш кĕрет

18 марта 2015 г.

Çĕнĕ Ахпỹртри "Родина" ял хуçалăх предприя-тийĕнче ĕне-выльăх йышĕ пысăках мар _ 55 пуç, унтан 26-шĕ сăваканни. Вĕсенчен 18-шĕ пăрланă, ыттисем çывăх вăхăтра йыш хушмалла. Паяна талăкра 16 килограма яхăн сĕт сăваççĕ, çу хисепĕ 3,6 процентпа танлашать. Шурă шĕвеке кулленех Вăрнарти завода сутаççĕ тата пăрусем валли хăвараççĕ. Сăмах май, çамрăк выльăхсене икĕ уйăх таранах, вăй илсе кайиччен, сĕт ĕçтереççĕ.

_ Хальхи вăхăтра выльăхсене утă, улăм тата комбикорм çитеретпĕр. Çавăн пекех кашнин умĕнче тăвар пур. Çанталăк çур енне кайнăран кăнтăрла картана уçăлтарма кăларатпăр. Хĕлле те витере кăна тăратман, питĕ сивĕ чухне çеç илсе тухман, _ терĕ Марина Ивановна Синеева ферма заведующийĕ.

Выльăхсем тăракан вите кивĕ пулсан та тирпейлĕ. Иртнĕ кĕркунне стенасене шуратса дезинфекциленĕ. Çамрăк пăрусем тăракан клеткăсене те юсаса тата шуратса тăни сисĕнет. Урайĕнчи çĕрнĕ хăмасене улăштарнă. Транспортер лайăх ĕçленĕрен чĕлхесĕр янаварсен айĕнче таса. Пур çĕре те пăчкă кĕрпи сапнă. Тислĕк тỹрех урама тухать, унта вара ăна пĕр купана тракторпа чыштарсах тăраççĕ. Кайран хире илсе тухаççĕ.

Хăть ăçта та курмалли, вĕренмелли пур. Çĕнĕ Ахпỹртре витери шăрша-марша кăштах пĕтерес тата сывлăша дезинфекцилес тĕллевпе хыр тата чăрăш лăссисене çака-çака тухнă.

Фермăра тăваттăн çеç ĕçлеççĕ. Ĕнесене сăваканни тата пăрусене пăхаканни М. Сагунева. Марина Викторовна кунта чылай çул ĕçлет, хăйне шаннă тивĕçе яланах чунтан пурнăçлать. Выльăхсене И. Михайлов скотник апат парать. Иван Иванович та çĕнĕ çын мар, вăл та тăрăшулăхпа палăрать. Кăнтăрла Николай Мякин хуралта тăрать. Вăлах столяр та.

Профилактика мероприятийĕсене те фермăра вăхăтра ирттерме тăрăшаççĕ. Хуçалăхра ятарлă специалист çукран Патăрьелĕнчи выльăх-чĕрлĕх чирĕсемпе кĕрешекен станцинчи ветработниксемпе çыхăну тытаççĕ.

_ Паллах, кашнийĕнчех ветеринарсене чĕнейместпĕр, анчах канашсем ыйтсах тăратпăр. Вĕсем вĕрентсе тăнипе хамах уколсем тăватăп, _ тет М. Синеева.

Хуçалăхра ĕнесене вăкăрпа йăхтараççĕ. Кĕтĕве лайăхлатас тĕллевпе иртнĕ çул Хусантан ăратлă выльăх илсе килнĕ.

О. ПАВЛОВА

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429353, Чувашская Республика, Батыревский район, с.Новое Ахпердино, ул.Ленина, д.46
Телефон: 8(83532) 66639
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика