Новоахпердинское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Паттăра асра тытса

11 марта 2015 г.

Çĕнĕ Ахпỹрт ял тăрăхĕнче вуннăмĕш çул ĕнтĕ Хĕрлĕ Çăлтăр орден кавалерне В. Тукмакова чысласа хоккей турнирĕ иртет. Унта хутшăнакансене район администраци пуçлăхĕ Н. Глухов саламларĕ. Афган вăрçинче пулнă салтаксен ячĕпе "Паттăр" ФСК директорĕ А. Краснов сăмах илчĕ.

Малтанах чĕннĕ хăнасем шкул музейĕнче пулса курчĕç. Пĕрлех кăçал тунă икĕ стендпа паллашрĕç. Шкултан вĕренсе тухнă офицерсем тата В. Тукмаков çинчен вĕсем.

Иртнĕ çул республикăри фестивале хутшăнса "Музейăн çичĕ тĕлĕнтермĕшĕ" номинацире виççĕмĕш вырăн йышăннăччĕ.

Унтан ачасем паттăрлăх урокĕсене кĕтсе илчĕç. Çитĕнекен ăру Афган вăрçинчи аса илỹсене тимлĕн итлесе ларчĕ. Володьăпа пĕрле салтак çăкăрне çинĕ Пăлапуç Пашьел каччи В. Ларев ентеш кăмăлĕ лайăх, юлташĕсене яланах пулăшма хатĕр пулнине каласа хăварчĕ.

Шкулти драма кружокĕн членĕсем Б. Васильев çырнă "А зори здесь тихие" хайлавăн пĕр сыпăкне сăнласа кăтартрĕç. 6 классем (вĕрентекенĕ И. Павлова) сăвăсем вуларĕç.

Пăр çинче вырăнти "Олимп" командăпа Первомайскинчи "Ястреб" вăй виçрĕç. 1:0 шутпа хуçасем çĕнтерчĕç. "Олимп" командăшăн Н. Глухов та вылярĕ.

Л. КАЗАКОВА

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429353, Чувашская Республика, Батыревский район, с.Новое Ахпердино, ул.Ленина, д.46
Телефон: 8(83532) 66639
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика