11 февраля 2015 г.
ПУРНĂÇРА асаннепе кукамай ятсене илтекеннисем чи телейлисем тесе калас килет. Анчах та çак хисепе чыслă тытса пыма çăмăлах мар. Шăпах çакна çирĕплетсе панă та Патăрьелĕнчи культурăпа кану центрĕнче йĕркеленĕ "Супер бабушки" конкурса хутшăнакансем.
Сцена çинче хăйсен пултарулăхĕпе савăнтаракансем çиччĕн пулнă. Вĕсен хушшинче çамрăк асаннесем те, çулланнисем те пур. Конкурса хутшăнакансен пултарулăхне те тỹресем тĕрлĕ енлĕ хакланă: хăйсене паллаштарнинчен пуçласа тутлă апат пĕçерме пĕлни таранах. Юрă-кĕвĕпе çывăх пулни, мăнукĕсене тутлă тĕлĕк курма пулăшни тата ытти те çав условинех кĕрет. Çакна та палăртса хăвармалла. Ку чухне кукамай-асанне пулма ĕлкĕрнĕ амăшсем пурте хăш енĕпе те пулсан ытларах маçтăр. Пĕри _ юрлассипе, тепри _ алă ăсталăхĕпе, виççĕмĕшĕ _ творчество пултарулăхĕпе... Кивĕ Катекре пурăнакан Л. Терентьева вара куракансене чăн малтанах хăйĕн шăпчăк сассипе тыткăнланă, Валерий Раштав ентешĕн сăмахĕпе кĕвĕленĕ Фарида юррине шăрантарнă. Жюри членĕсем Людмила Георгиевнăн ытти енĕсене те пысăк балл лартса пахаланă. Çапла вара пилĕк ача амăшĕ, сакăр мăнук кукамай-асламăшĕ "Чи-чи чăнкă асанне" ята çĕнсе илнĕ.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)