04 февраля 2015 г.
Кивĕ Катекри ача садне çỹрекен аслă ушкăнри çитĕнекен ăру Л. Владимирова воспитательпе ялти библиотекăра экскурсинче пулчĕç. Кунта О. Кувшинова библиотекарь вĕсене ăшă кăмăлпа кĕтсе илчĕ. Малтанах вулавăшра тытмалли йĕркепе паллаштарчĕ. "Библиотека" сăмахăн пĕлтерĕшне уçăмлатрĕ. Унпа çыхăннă тупмалли юмахсем çинче чарăнса тăчĕ.
Вулавăшра икĕ пỹлĕм. Пĕринче кĕнекесем упранаççĕ, тепринче _ ларса вуламалли сĕтел-пукан. Литературăна алфавитпа вырнаçтарса тухнă. Çавăнпа вĕсене çăмăллăнах тупма пултарнине кăтартса пачĕ Ольга Николаевна. Хăш-пĕр кĕнекесенчи уйрăм вырăнсене вуласа ачасене юмахсен ячĕсене аса илтерчĕ. Вĕсем сăнарсене те пĕлеççĕ иккен. Ачасем К. Чуковский çырнă "Путаница" юмахне итлесе савăнчĕç. "Асамлă шкатулка" вăйăри юр пĕрчисем хаваслă кăмăл-туйăм парнелерĕç.
Библиотекарь ачасене пушă алăпа ямарĕ. Тĕрлĕ юмах кĕнекисене парнелерĕ. Ачасем вĕсемпе кăмăллă пулчĕç, вулавăша малашне те килсе çỹреме шантарчĕç.
О. Кувшинова кунта ĕçлеме пуçлани нумай вăхăт мар-ха. Тăрăшулăхĕ вара куç умĕнче. Пỹлĕмсене юсаса çĕнетнĕ, стендсене пуянлатнă.
Л. ДОЛГОВА, воспитатель
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)