31 января 2015 г.
ЛЕНИНГРАД хулине блокадăран кăларни 71 çул çитнине Çĕнĕ Ахпỹртри вăтам шкулта сарăмсăр çеç ирттерсе яман. В. Артемьев истори учителĕпе "Çамрăк гвардин" вырăнти уйрăмĕн ертỹçи В. Горбунова паттăрлăх урокне йĕркеленĕ, вĕренекенсене 900 куна тăсăлнă асаплă вăхăтсем, виçĕ миллион çын тỹснĕ йывăрлăхсем пирки каласа панă, хăрушă вăхăтсене çирĕплетекен видеокадрсене черетленĕ. Мероприятие "Единая Россия" партин районти уйрăмĕн вырăнти комитет ертỹçи Н. Алексеева хутшăннă, Тăван çĕр-шыв Аслă вăрçин кашни паттăрĕ пирĕн асра пулнине, вĕсен ячĕ нихăçан та çухалманнине çирĕплетнĕ, çамрăксене çирĕп чунлă, пысăк вăй-хăватлă ỹсме ăнăçу суннă.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)