Новоахпердинское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Уяв кёмёллё иртр.

10 декабря 2014 г.

Кивĕ Катекри ача садĕнче Аннесен кунне халалласа уяв йĕркелерĕç. Меропрятие аслă ушкăнри М. Никитинăпа Л. Владимирова воспитательсем, И. Селиванова музыкант ертсе пычĕç. Ачасем амăшĕсене халалласа сăвăсем вуларĕç, илемлĕ юрăсем шăрантарчĕç. "Çумăр ташши", "Анне пĕрре" тата ытти ташăсем те концерта илем кỹчĕç. Шкул çулне çитменнисем амăшĕсене, асламăшĕ-кукамăшне тупмалли юмахсем пачĕç, юмахсен ячĕсене тата сăнарсене мĕнле пĕлнине тĕрĕслерĕç. Унтан çывăх çыннисене вĕтĕ шăрçаран тунă мăй çыххисем, панносем парнелерĕç. Концерт вĕçленсен В. Солдатова заведующи ача сачĕн ĕçĕ-хĕлĕпе, малашлăхри тĕллевĕсемпе паллаштарчĕ. Н. Богданова повара пархатарлă ĕçĕшĕн грамота парса чысларĕ. Унтан О. Кувшинова ача амăшĕ сăмах илчĕ. Вăл учрежденинче таса та çутă, тирпейлĕ пулни, тутлă апат çитерни, ашшĕ-амăшĕ ĕçре чухне пепкисемшĕн пăшăрханмалли çукки пирки каларĕ. Г. Васильева та çакнах çирĕплетрĕ. Вăл мăнукĕсем ача садне хаваспах çỹренине, вулама-çырма хăнăхнине пĕлтерчĕ.

Л. ДОЛГОВА, воспитатель

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429353, Чувашская Республика, Батыревский район, с.Новое Ахпердино, ул.Ленина, д.46
Телефон: 8(83532) 66639
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика