Новоахпердинское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Юрри-ташшипе чуна тыткăнлаççĕ

06 декабря 2014 г.

 Иртсе пыракан Культура çулталăкĕнче Кивĕ Катекри культура çурчĕ çумĕнче йĕрке- леннĕ "Самана" ушкăн халăха концертсемпе савăнтарсах тăчĕ. Артистсем ушкăн ятне çак ялта çуралса ỹснĕ В. Самойлов _ Раштав сăвăçа хисеплесе панă. Халь Валерие пĕлмен çын юлмарĕ те пуль, унăн сăввисемпе кĕвĕленĕ юрăсене Фарида, А. Москов-ский, С. Павлов тата ытти артистсем те шăрантараççĕ.

Аннесен кунне халалласа Татмăшра йĕркеленĕ савăнăçлă мероприятие те сцена ăстисем В. Раштав çырнă "Самана" юрăпах пуçларĕç. Концерта Ю. Самойловпа Е. Кузнецова ертсе пычĕç. С. Николаев, М. Кошкина, И. Кошкина, Н. Падисова, С. Сорокина. Н. Кувшинова, Л. Самойлова, З. Носова. О. Кувшинова чĕререн шăрантаракан чăваш юррисене куракансем кăмăлласа итлерĕç. Программăра аннесене халалланисем уйрăмах нумай пулчĕç. Л. Терентьева В. Самойлов çырнă, Фарида кĕвĕленĕ юрăсемпе зала тыткăнларĕ. Вĕри юнлă чиканăн (А. Кувшинова) ташши те пурне те килĕшрĕ. "Миленький ты мой" вырăс юрри (Г. Солдатова, А. Антонова) вара нумайăшне çамрăклăха таврăнма пулăшрĕ. Г. Солдатова "Нарспи" поэмăн сыпăкне артист пекех вуларĕ.

"Самана" Ишек, Çĕнĕ Ахпỹрт, Именкасси ялĕсенче те пулнă. Акатуйра тата Çĕнĕ Ахпỹртре иртнĕ Район кунĕнче те халăха хăйĕн пултарулăхĕпе савăнтарнă. Тăрăшнине кура Çĕнĕ Ахпỹрт ял тăрăхĕн администрацийĕ ушкăна музыка центрĕ парса хавхалантарнă.

В. ЛАРИОНОВ. Кивĕ Катек

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429353, Чувашская Республика, Батыревский район, с.Новое Ахпердино, ул.Ленина, д.46
Телефон: 8(83532) 66639
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика