15 ноября 2014 г.
М. Лермонтов çуралнăранпа 200 çул çитнине халалласа Çĕнĕ Ахпỹртри тĕп шкулта поэзи эрни иртрĕ. Ун вăхăтĕнче ачасем хăйсен пултарулăхне тĕрлĕ енчен кăтартрĕç. Чи малтан вĕсем поэтăн сăввисене илемлĕ вулассипе ăмăртрĕç. Пултаруллисем хушшинче А. Океанова, О. Медведева, В. Чернов, Т. Тарасова, А. Шакеева тата ыттисем те пулчĕç. Поэт ĕçĕ-хĕлне тĕпченĕ хыççăн литературăпа кĕвĕллĕ композици ха-тĕрлерĕç. Мероприятие Н. Плешковпа Д. Мыльникова ăста ертсе пычĕç. Кашни класс хаçат та кăларчĕ. Унăн содержанине пурин умĕнче те сăмахпа каласа хỹтĕленĕ хыççăн 5 класс ачисем ыттисенчен маттуртарах пулни палăрчĕ. Вĕренекенсем сăвăсем çырса "Первоцвет" альманах та кăларчĕç. Унта А. Рогинан, Т. Тарасован, В. Романовăн ăсталăхĕ палăрчĕ. Юлашкинчен çамрăк артистсен ăмăртăвĕ иртрĕ. Пиллĕкмĕшсем "Ашик кериб" юмаха, улттăмĕшсем "Бородино" сăвва, çиччĕмĕшсем пĕр поэмине сăнласа пачĕç. Д. Синеев, О. Медведева, К. Павлов, А. Тарасова, И. Плешков, П. Цыганов, Д. Мыльникова сăнарсене лайăх кăларчĕç. Ачасемшĕн эрне усăл-лă иртрĕ.
Л. КАЗАКОВА
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)