15 октября 2014 г.
Кивĕ Катекри ача сачĕн воспитателĕ пулса ĕçлетĕп эпĕ. Кăçал мана аслă ушкăнрисем лекрĕç. Пурне те пĕлме юратаканскерсем, çĕр тĕрлĕ ыйту параканскерсем темелле. Шкула кайиччен вулама-çырма, юрлама-ташлама, тавçăрма, шухăшлама вĕрентмелле. Ачасен çыхăнуллă пуплевне аталантарасси те, тăван чĕлхене юратма, хисеплеме вĕрентесси те пирĕн тивĕçех. Çавна май занятисенче çĕнĕ технологи хатĕрĕсемпе те пĕлсе, вырăнлă усă курас килет.
Çитĕнекен ăрăвăн кашни кунĕ интереслĕ ирттĕр тесе тăрăшатăп. Кĕрхи çанталăк пуян та илемлĕ. Ачасене вĕсене сăнама вĕрентетĕп. Акă, пĕринче ылтăн пулла хут çине ỹкертĕмĕр. Альбом çине айккине вараламасăр тĕсне вырăнлă усă курса пурнăçлама тăрăшрĕç ĕçе! Тепринче ушкăнпа урама уçăлма тухрăмăр. Мĕн тĕрлĕ çулçă çеç ỹкмен çĕр çине. Вĕсен пуххи калама çук илемлĕ пулчĕ.
Халĕ кĕрхи бал уявне ирттерме хатĕрленетпĕр. Килĕсенчен кашнийĕ пахчара çитĕнтернĕ çимĕçсене илсе килет. Уяв валли сăвăсем, юрăсем вĕрен-тĕмĕр. Хамăр пултарулăха ашшĕ-амăшĕсене кăтартас тетпĕр. Д. Васильев, А. Ламкаев сăвăсем вулама, А. Думилина, Д. Васильев ỹкерчĕксем тума ăста пулнине пĕлччĕр те, курччăр те.
Пире коллектив ĕçĕпе интересленекенсем пурри савăнтарать. Кăçал ача сачĕсен ертỹçисен семинарĕ пулнăччĕ. Вĕсен умĕнче те хамăрăн пултарулăха кăтартрăмăр. Ашшĕ-амăшĕпе тачă çыхăнса ĕçлени те пысăк пĕлтерĕшлĕ. Çакна яланах шута илетĕп. Календарьпе çыхăннă паллăрах мероприятисене яланах вĕсене явăçтарма тăрăшатăп. Ку енĕпе Н. Павлова, М. Якушкина ыттисемшĕн тĕслĕх пулса тăраççĕ.
Пирĕн садикре 4 воспитательница. Л. Владимирован, И. Быкован, Л. Долгован ĕç стажĕ пĕчĕк мар. Хамăн та ачасемпе ĕçе пуçăнни иккĕмĕш теçетке çул çинче пырать. Пĕр-пĕринпе канашлатпăр. Ăс-хакăла ỹстермелли вăйăсем ирттернĕ чухне пулăшма ỹркенсе тăмастпăр.
Садикре хăтлă, ăшă, çутă, ирĕк. Вылямалли теттесем, методика литератури çителĕклĕ. Компьютерпа усă курса çĕннинчен çĕннине шыратпăр.
Ача йышĕ чакмасть. Аслă ушкăна кăçал 13 çỹреççĕ. Йышпа ĕçлеме кăмăллăрах. Ун пек чухне кирек хăш мероприяти валли те тăрăшуллисене суйласа илме пулать.
М. НИКИТИНА, ача сачĕн воспитательници.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)