01 октября 2014 г.
Черетлĕ географи урокĕнче Çĕнĕ Ахпỹртри пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан тĕп шкулти В. Артемьев учитель темăна уçăмлатас тĕллевпе вырăнти материалпа та анлăн усă курма тăрăшрĕ. Пирĕн таврара ỹсекен йывăçсене ачасене аса илтерчĕ вăл. Сайра тĕл пулакан вĕçен кайăксене пỹрне хуçсах шутлаттарчĕ. Вăрман катине ăсра экскурсине илсе çитерчĕ. Пуçа ĕçлеттермесĕр пĕр ача та лармарĕ.Кашнийĕ кăмпа, юхан шыври пулă таранчченех каласа пама тăрăшрĕ. Çар уран ачаран чупса çỹренĕ кĕтессем пуриншĕн те çывăх. Вĕсем çинчен çитĕнекен ăру çĕр варринче тăратса лартсан та каласа пама пултарать иккен.
Кашни урока тĕрлĕрен ирттерме тăрăшать Виталий Александрович. Урăхла каласан _ хăйĕн методики. Çакă вара ачасене çĕнĕ темăна ас туса юлма май парать, парта хушшинче ларса ывăнтармасть, предмета кăмăллас туйăмĕсене çуратать тата ытти те.
Хуларан яла киличчен çакнашкал пĕчĕкрех комплектлă классемпе ĕçлĕп тесе шутлама та пултарайман педагог. Питĕрте ỹссе çитĕннĕскер, картта çинче çак ял пуррине пĕлмен те. Шăпа пỹрни илсе çитернĕ ăна кунта. Виççĕмĕш çул пирĕн енче пурăнаканскере пурнăç килĕшнĕçемĕн килĕшсе пырать. Халăхĕсем кăмăллă, ỹссе çитĕнекен ăру мал ĕмĕтлĕ, вĕренес, нумайрах пĕлес шутлă. Унсăрăн ĕçри ỹсĕмсем те пулмĕччĕç.
_ Тăрăшуллă ĕçĕн çимĕçĕ пурах,_ тет паян В. Артемьев. _ Иртнĕ вĕренỹ çулĕнче манăн вĕренекенĕмсем виççĕн районти конференцинче призлă вырăнсене çĕнсе илчĕç. Пĕри олимпиадăра пĕрремĕшне тухса савăнтарчĕ. Республикăри тупăшуран та начар мар çитĕнỹпе таврăнни пур. В. Васильева акă "Истори" секцине хутшăнса хỹтĕленĕ творчество ĕçне çав тери пысăка хурса хакланăччĕ. Фестивальте вăл пĕрремĕш вырăн йышăннăччĕ.
Ĕç стажне хулари шкулсенче пуçланă Виталий Александрович. Анчах яланлăх ĕç вырăнĕ пулман вĕсем. Машиностроительнăй техникумра, пĕр колледжра уроксем панă. Кунашкал ĕçленипе чунпа та, юнпа та истори, географи предмечĕсене кăмăллакан ачасем çитĕнтерме кансĕр-çке. Çакна тĕпе хурса пĕр-пĕр шкулта тымар ярас килнĕ унăн. Вара пирĕн района килнĕ. Ĕмĕтленнине пурнăçа кĕртме тепĕр витĕмлĕ сăлтав та пулăшнă. Мăшăрĕ _ Светлана Вениаминовна _ сиплевçĕ. "Земство тухтăрĕ" программăпа ялти сывлăх учрежденине вырнаçни çемьешĕн те усăллă.
_ Ютра ютшăнмашкăн вăхăтăм пулмарĕ,_ аса илет В. Артемьев. _ Пĕрремĕш çулах пиллĕкмĕш классен ертỹçи пултăм. Кĕрхи, хĕллехи, çурхи уяр кунсенче уроксем хыççăн культурăллă çул çỹреве сахал мар тухрăмăр.
Тĕрлĕ сăнав ирттерни, тăван тавралăха тĕпчени класа çывăхлатма та, вĕрентес ĕçе çăмăллатма та пулăшрĕ. Тĕрлĕ предмет илсе пыма пултарать педагог. Обществознани, географи, истори, пуçламăш классенче акăлчан чĕлхи вĕрентме ирĕкĕ пур. Вăтам е тĕп пĕлỹ паракан шкулсенчи классене журнал йăтса кĕрсе урок ирттермелĕх чăваш патшалăх педагогика университетĕнчех пĕлỹ пухнă вăл. Аслă вĕренỹ заведенийĕнчен Виталий Александровича аспирантурăра ăс пухма направлени те панă пулнă. Унта 3 çул вĕреннĕ хыççăн çемье пурнăçĕ ĕçе кỹлĕнтернĕ.
Кăçалтан Виталий Александрович Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкулта та уроксем ирттерет. 6,10-мĕшсене истори вĕрентет.
_ Тулли парттăсемлĕ ачасем ларакан класа уроксем ирттерме кĕме те кăмăллă. Йышпа ĕçлеме аван та. Лидерсем ытларах унта. Вĕсене шкулти, районти, республикăри олимпиада-конкурссене хатĕрлентерме май пур. Патшалăхăн пĕрлĕхлĕ экзаменĕсене тытнă чухне обществознанипе историне суйласа илекенсем йышлă. Аслă вĕренỹ заведенийĕсене каякансене ытларахăшне çак предметсем кирлĕ. Çавăнпа ачасене тарăн пĕлỹ парассишĕн çине тăрсах ĕçлемелле те. Çакна тума тăрăшатăп та кулленхи ĕçре,_ тет В. Артемьев. А. АСТРАХАНЦЕВА
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)