Новоахпердинское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çĕр çинче ĕçлекен хур курман

06 августа 2014 г.

 Курăк çинчи ирхи сывлăм хĕвел çутинче мерчен пекех йăлтăртатать. Сывлăшĕ те хирте уçăрах та тасарах пек. Çĕр улми шап-шурă чечеке ларнăран инçетренех куçа илĕртет. Унтан та кунтан кайăксем чĕвĕлтетеççĕ. Тимлĕрех итлесен çĕр сывланине те илтме пулать. Чуна çывăх çак илеме пĕр кун курмасан та Çĕнĕ Ахпỹртри Л. Краснована тем çитмест. Ахальтен мар ĕнтĕ вăл хăйĕн пурнăçне çĕрпе çыхăнтарнă.

_ Ачаранах хирте çỹреме юрататтăм. Хуçалăхра 2 çул бригадирта вăй хунă хыççăн çĕрпе ĕçлес шухăш çирĕпленсе çитрĕ. 2008 çулта фермер хуçалăхĕ йĕркелерĕмĕр, _ тесе пуçларĕ хăйĕн калаçăвне Людмила Петровна. Кашни сăмахĕнчен вăл çирĕп кăмăллă, шухăша вылятма юратман, йывăрлăхсенчен хăраман, палăртнă тĕллеве пурнăçлама тăрăшакан хĕр арăм пулни палăрать. Çав вăхăтрах çемье ăшшине упрама пĕлни, мăшăрĕпе ачисемшĕн çепĕçлĕхĕ чĕре тулли пулни вăтанарах та уççăн кулнинчен сисĕнет.

Л. Краснова ертсе пыракан фермер хуçалăхĕн хăйсен тата çынсен çĕр пайĕсемпе, ял тăрăх поселенийĕн 49 çула арендăна илнĕ лаптăкĕпе пĕрле 123 гектар. Унта тырă, нумай тата пĕр çул ỹсекен курăксем, çĕр улми çитĕнтереççĕ. Пур культурăна та пĕр пек тимлĕх уйăрма тăрăшаççĕ, анчах çевокран укçа ытларах кĕнине шута илсе унпа ытларах та ĕçлеççĕ. Тĕрĕссипе, вăл тимлĕхне те ыттисенчен нумайрах ыйтать. Кăçал хуçалăхра сухан вăрлăхĕ 25 гектар йышăнать. Хăй вăхăтĕнче ăна малтанласа _ 0,5, кайран _1, унтан 2 гектар кăна никĕсе хывнине, çемйипе çеç ĕçленине ĕненесех те килмест. Халь, лаптăкĕ пысăкланнине кура, ют çынсене те явăçтарма тивет. Анасене çум курăкран тасатма гербицид та сапаççĕ, çав вăхăтрах кăларас умĕн алăпа та çумлаттараççĕ. Хирте ĕçлеме Алманчăран, Упамсаран килеççĕ. Вăй хуракансене вĕри апат çитересси те йăлана кĕнĕ.

Юлашки çулсенче сухан вăррин хакĕ аванах пысăк. Пĕр килограмне 1000 тенкĕрен е унтан та хаклăрах хакпа сутаççĕ. Çавна май çынсем ăна килте туса илме пуçларĕç. Пĕр вăхăт Людмила Петровна та килте ỹстернипе усă курнă, халĕ вара Молдовинченех илсе килеççĕ. Унта вăрă тумалли сухан йăранĕсем хушшине чечексене симĕс шăнасем лайăх шăркалантарччăр тесе выльăх пырши-пакартине пăрахаççĕ имĕш. Ют тăрăхра çитĕннине ял хуçалăх предприятийĕсемпе уйрăм çынсем те хапăлласах туянаççĕ. Çавăн пекех Людмила Петровна хăйне пулăшакансене те акса парать.

Çĕртен укçа кĕртес тесен нумай тар юхтармалла. Кун пирки Л. Краснова çын каласа панинчен мар, хăйĕн опытĕнчен аван пĕлет. Таçтанах курăнакан 200 тонна çевок вырнаçмалăх хранилищĕне, тырă ангарне, техникăна упрамалли ятарлă кĕтесе хута яма туса илнĕ продукцине сутнă укçапа тата çăмăллатнă кредитсемпе усă курнă. Çĕр лаптăкĕ пысăкланнă май трактор-машина шутне те ỹстернĕ. Паян хире 5 трактор, 4 автомашина тухать. Вĕсемсĕр пуçне çевока алласа тасатакан агрегатсем те пур.

_ Хамăршăн иккĕмĕш çул кăна ĕçлетпĕр. Унччен кĕнĕ укçапа кашни çулах мĕн те пулин тунă е туяннă. Тăкакĕсем халь те пур, анчах вĕсемсĕр те май çук. Пĕлтĕр сухан вăрлăхĕн çулçине татакан барабан тутарттартăмăр. Вăл харăсах темиçе çынна улăштарать. Çанталăк шăрăх тăнипе çевоксене вăй илтерме тумламлă шăвару агрегатне илме тиврĕ, _ тет фермер хуçалăх пирки каласа панă май.

Пĕччен суран _ типсе пырать, теççĕ. Л. Краснова та çакна çирĕплетет. Мăшăрĕпе тата икĕ ывăлĕ пулăшнипе вăл йывăрлăхсене çĕнтерсе пырать. Николай Петрович специальноçпа агроном пулнă май, хăш культурăна мĕнле гербицид сапмаллине тата ыттине те йĕрлесе тăрать. Çĕмрĕлнĕ техникăна та "чун кĕртет". Аслă ачи, Петя, ашшĕ-амăшĕпе пĕрле ĕçлет. Саша шкулта кăна вĕренет пулин те _ чăн-чăн çĕр хуçи! Ăçта миçе гектар акнă, мĕн сапнă _ йăлтах каласа парать. Çевоксене те вăлах шăварса тăнă. Çавăн пекех Людмила Петровнăна аппăшĕпе йыснăшĕ те нумай пулăшаççĕ.

Районта хĕр арăм-фермерсем шутлă кăна. Тĕрĕссипе, вĕсене валли пĕр алăри пỹрне те ытлашши. Анчах пĕр хăрамасăр пĕрремĕш ĕçе пуçăнаканни Людмила Петровна пулчĕ. Унăн пархатăрлă ĕçне районта та пысăка хурса хакларĕç. Л. Краснова кăçал "Чи лайăх фермер" ята илме тивĕçрĕ.

О. ПАВЛОВА

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429353, Чувашская Республика, Батыревский район, с.Новое Ахпердино, ул.Ленина, д.46
Телефон: 8(83532) 66639
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика