Новоахпердинское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ентеше _ пысăк парне

19 июля 2014 г.

 Культура çулталăкĕ тĕрлĕ уявсемпе пуян. Районта мероприяти хыççăн мероприяти иртет. Ентешĕмсем ĕçлеме те, канма та, ăс-хакăла аталантарма та ĕлкĕреççĕ. Калемпе туслă çынсем кĕнеке хыççăн кĕнеке кăлараççĕ. Чун апачĕ те кирлĕ-çке. Акă Патăрьел район уявĕнче тавра пĕлỹçĕсем Çĕнĕ Ахпỹртри культура çуртĕнче В. Люкинăн "Пăла хĕрринче" кĕнекин электронлă вариантне тишкерсе тухрĕç. Унта районти паллă краеведсем, чăваш чĕлхине вĕрентекенсем, вулавăш ĕçченĕсем, Çĕнĕ Ахпỹрт ял халăхĕ хутшăнчĕ. Библиотека ĕçченĕ Сарра Тукмакова тĕл пулăва ỹçнă май авторпа паллаштарчĕ, унăн ĕçĕ-хĕлĕ çинчен каласа пачĕ. Мероприятие хутшăнакансем кĕнекепе тĕплĕн паллашрĕç, хăйсене кăсăклантаракан ыйтусене хускатрĕç, автора тĕрлĕ сĕнỹсем пачĕç.

Раççей Журналистчĕсен союзĕн членĕ Н. Ларионов автор ĕçне пысăк хак пачĕ. "Çак кĕнеке пулас ăрусемшĕн хăйне кура пысăк ял историйĕн энциклопедийĕ пулĕ, унти пулăмсене вуласа пынăçемĕн хамăн ачалăх куç умне тухса тăчĕ. Тỹрех каламалла: автор анлă тавра курăмлă, нумай вĕ-реннĕ тата пĕлекен çын. Вун-вун пулăма хаклама, çĕр-çĕр çын ятне-шывне асра тытса çырса кăтартма пысăк ăс пулмалла. Виççĕртен кая мар сăн ỹкерчĕк пуçтарма, пухса пынă документсене тишкерме чăннипех пысăк чăтăмлăх, вăхăт кирлĕ... Вăрçă хыççăн çуралнă ачасен тертлĕ, апла пулин те хаваслă çамрăклăхĕ пирки литературăра пайтах çырнă. Владимир Григорьевич кĕнекере вара кунта та хăйне евĕрлĕ интереслĕ самантсем нумай тупнă. Маттур! Студент çулĕсене епле интереслĕ сăнланă тата! Аслă пĕлỹ илекенсем хăйсен профессине кăна мар, тавра курăмне аталантарма тăрăшни те ырă тĕслĕх. Салтак служби пирки çырнă пайра та çĕнни нумай.

Коллективизаци тата колхоз аталанăвĕ _ тавлашуллă ыйту. Тĕрлĕрен хаклама пулать ăна. Анчах саманине кура ун чухне те хавхаланса ĕçлекенсем нумай пулнă. Авторĕ _ хăй çавсенчен пĕри. Историне туллин хаклас тесен, паянхи ăрусен çав тапхăр çинчен те пĕлмелле. Çак задачăна та пурнăçлама тăрăшнă автор _ çитĕнỹсен сводкисене çеç илсе кăтартман, конкретлă ĕçе тĕслĕхĕсемпе паллаштарнă. Авторăн чĕлхи те пуян", _ терĕ Николай Дмитриевич.

Чăваш Республикин паллă çыравçи, драматургĕ Л. Сачкова та ентешне кĕнекешĕн тав турĕ, ял çыннисен хушамачĕсем ăçтан тата вĕсен пĕлтерĕшне тĕплĕнрех ỹçса пама сĕнчĕ.

Г. Тукмакова кĕнекере хăйсен ăрăвĕ çинчен çырнишĕн хĕпĕртесе каларĕ, ашшĕ пурăннă чухне хăйсен йăхĕ çинчен тĕплĕнрех ыйтса пĕлсе хут çине çырманнишĕн кулянса калаçрĕ.

_ Кĕнекери пулăмсем тĕрĕс пулсан, халăх ăна йышăнĕ, суя пулсан вара сивлĕ çеç. Владимир Григорьевич архиври материалсемпе усă курнă, вĕсене фактпа çирĕплетни паллă ĕнтĕ. Çавăнпа та ку кĕнеке ял халăхĕшĕн пысăк парне пулĕ, _ терĕ Туçа хастарĕ В. Салмин.

Кĕнеке авторĕ килнĕ хăнасен ыйтăвĕсене туллин хуравларĕ, вĕсем панă сĕнỹсене малашнехи ĕçре шута хума шантарчĕ.

Сăмах май каласан, Владимир Григорьевич Люкин 1947 çулхи январĕн 3-мĕшĕнче Çĕнĕ Ахпỹрт ялĕнче çуралса ỹснĕ, кунтах тĕпленсе пурăнать. 1964 çулта ялти вăтам шкултан вĕренсе тухнă хыççăн Шупашкарти ял хуçалăх институчĕн агрономи факультетĕнче пĕлỹ илнĕ. 1972 çулта районти ял хуçалăх управленин тĕп аграномĕн çумĕ пулса ĕçлеме тытăннă. Унтан каярахпа "Родина" колхоз председатĕлĕнче вăй хунă. 1980 çулта Çĕнĕ Ахпỹрти вăтам шкулта НВП вĕрентнĕ. Владимир Григорьевич çак ĕçре тивĕçлĕ канăва (2007) тухичченех ĕçленĕ. Ахаль лармасть пенсионер: унччен те хаçат-журналпа питĕ туслă пулнăскер, халĕ хăй кĕнеке пухса калăпларĕ.

Мероприятие хутшăнакансем кĕнеке авторне ырлăх-сывлăх, ăнăçу сунрĕç. Çак историллĕ кĕнеке район халăхĕшĕн пысăк парне пулĕ.

Н. МАЗЯКОВА

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429353, Чувашская Республика, Батыревский район, с.Новое Ахпердино, ул.Ленина, д.46
Телефон: 8(83532) 66639
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика