Новоахпердинское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » АЛЛА ТА УСМАН, ПУçА ТА ЧИКМЕН

19 июля 2014 г.

 "Явраç аппа" тесе чĕнеççĕ ăна хăйĕнчен кĕçĕнреххисем Çĕнĕ Ахпỹртре. Çак ялтах çуралса ỹснĕ хĕрарăма ватти те, вĕтти те çывăх пĕлет. Ĕçчен те пултаруллă, лара-тăра пĕлмен ача амăшĕ саккăрмĕш теçетке тултарать пулин те кил-тĕрешре лайăхах кăштăртатса çỹрет-ха: пахчинчи çимĕçĕсене те шăварать, çум курăкран тасатать, хур-кăвакалне те пăхать, тепĕр чухне çемйисем пуçтарăннă çĕре апатне те пĕçерсе хурать. Эпир пынă вăхăтра шăпах анкартинчен кĕнĕ-мĕн. Хăй калашле, аллисене "кантарма", шухăш çăмхине сỹтме тỹрех панскине ярса тытнă.

_ Алă ĕçĕсĕр эпĕ ухмаха тухатăп. Вăл маншăн чун йăпанăçĕ. Хам ăсталаса çыхнă кĕске кунчаллă носкисене çынсене парнелеме кăмăллатăп. Акă кунта вĕсем пĕр çыхă! Хăвăра валли эсир те суйлăр-ха... _ шăкăл-шăкăл калаçать кинемей.

Çулĕсем шултăраланнă чăваш хĕрарăмĕн пурнăçĕ ансат та çăмăл иртменни каламасăрах паллă. Чи йывăр вăрçă çулĕсене Явраç аппа пăлханмасăр та аса илеймерĕ. Тăххăрăн ỹснĕ вĕсем. Ефросинья çемьере чи кĕçĕнни пулнă. Ашшĕ-амăшĕ Турăран ывăл кĕтнĕ-мĕн, апла пулса тухман пулин те элчелĕсем çитсен вĕсен, хĕрĕн аллинченех шыв ыйтма тивнĕ.

Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçи пуçланнă чухне Е. Хурамаева çиччĕре пулнă. Çавăнпа та ял çынни çав вăхăтри йывăрлăхсенче мĕнле нушаланнине манаймасть. Хĕрарăмсем вăкăрпа суха тунине те манман. Шкула вĕренме кайсан, çырма хут та пулманнипе çав тери нушаланнине хĕрарăм пăлханса каласа пачĕ. Мачча тăрринче упранакан унчченхи хутсен пушă вырăнĕсенче çырма, шутлама хăнăхнă. Йывăр пулсан та вĕреннĕ. Çапла çичĕ çул утнă вăл ялти шкула. Вăл вăхăтра ун пек пĕлỹ илнĕ хăш-пĕр çынсем учительте те ĕçленĕ. Ку тĕлĕшпе Явраç аппа та пултарулăхпа палăрнă, анчах та шкултан вĕренсе тухсанах ăна ашшĕ тỹрех лаша тилхепине тыттарнă. Пĕчĕк хĕр ача аслисемпе тан чĕлхесĕр янавара итлеттерме пуçланă: кĕлете тырă турттанă, хуçалăхри ытти ĕçсене те явăçнă. Ун чухнех амăшĕсемпе юнашар тăрса виçшер гектар тырă вырнине каласа парать кинемей. Ывăнма та, нăйкăшма та вăхăчĕ пулман-ши апăршасен? Кăнтăрла пăрçа çулнă, каçхине вара кăткăс молотилкăпа кĕлте çапнă...

Явраç аппаран çамрăк чухне асра юлнă кунсем пирки каласа пама ыйтсан, пĕр тăхтаса тăмасăрах 1941 çулхи çуллахи ăшă кунсенче пĕве кĕнĕ 10-12 çамрăк хĕре вăрçа илсе кайнине каласа пачĕ. Арçынсем пекех алшăллипе тутăр вĕçтерсе килтен-киле çỹрени, кайран вара вĕсене уй хапхинчен ăсатса яни паян кунчченех куç умĕнче-мĕн. Ялĕпе тенĕ пекех хĕрсене тĕрĕс-тĕкел каялла çаврăнса килме ырă сунчĕç. Сăмах çумне сăмах сыпăнса пынине кура калаçу ашшĕ çине те куçрĕ. Ăста столяр ял-йышра çеç мар, таврара та хисеплĕ пулнă. Чылай çул вăл Йĕпреçре самолет çунаттисем тунă çĕрте те тăрăшнă. Ефросинья унта амăшĕпе сахал мар çуран танкканине каласа парать. Ашшĕ вĕсене ĕçленĕшĕн укçа вырăнне паракан супăнне, краççынне йăтăрлаттарса янă. Кайран вара ачисене тăрантарма, хуçалăха тытса тăма кĕмĕле çавăрнă. Сакăлталлă пурнăçа мĕнле те пулин сыпăнтарса пымалла-çке.

Çĕнĕ Ахпỹртре пурăнакан Ефросинья Федоровна пурнăç пурăнса ирттересси уй урлă каçасси çеç пулманнине лайăх ăнлананнă. Ку таранччен унăн ĕмĕрĕнче хурапа шурă сахал мар черетленнĕ. Шăпа ăна пуçран ачашласа йăпатман, хĕрĕх урлă каçсанах çичĕ ачапа пĕччен тăрса юлнă. Хăй чун панă икĕ пепкин вил тăприне те таптама тивнĕ амăшĕн. Çакнашкал йывăрлăхсенче те вăл яланах ĕçпе йăпанма тăрăшнă. Паян Явраç аппа Ваня ывăлĕпе тата Наташа кинĕпе, икĕ мăнукĕпе пурăнать, вĕсем те хăйсем пекех ĕçчен те пултаруллă пулнишĕн Турра тав тăвать. Çемьере килĕшỹпе ăнлану пулни те тỹрех куçа тирĕнет. Кермен пек çуртра хăтлăх, тирпейлĕх, ăшăлăх хуçаланать. Малашне те çапла пултăрах.

А. ЕГОРОВА

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429353, Чувашская Республика, Батыревский район, с.Новое Ахпердино, ул.Ленина, д.46
Телефон: 8(83532) 66639
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика