05 июля 2014 г.
ЫРĂ йăла-йĕркене вăя кĕртсе Питравра Çĕнĕ Ах-пỹртре район кунĕ иртмелле. Ку вăл хăйне кура район шайĕнчи тепĕр пĕчĕк акатуй тесен те йăнăш пулмĕ, мĕншĕн тесен унта та кашни ял тăрăхĕнченех ватти-вĕтти, уйрăм хастарсем хăпса тухаççĕ.
_ Район халăхне хамăр çĕр çинче йышăнма хатĕр. Яла пырса кĕрсенех Пăлан сылтăм енчи çыран хĕрринчи 1,5 гектар çĕре уяв сĕмне кĕртсе пĕтертĕмĕр. Кунтах футбол, волейбол площадкисем те пур, канлĕ ларса канмалли вырăнĕ те хăтлă... Ыттине вара пырсан куратăр,_ кăмăллăн пĕлтерчĕ ял тăрăх пуçлăхĕ В. Тукмаков.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)