Новоахпердинское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » "Çул хĕррисене йĕркене кĕртмеллех!"

24 июня 2014 г.

Çапла чĕнсе каланă Республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ĕçлĕ планеркăра çул хĕррисенче саккунсăр туса лартнă палăксем пирки. Ун пек сооруженисем пирĕн районта та пур. Хамăр тăрăхра синкерлĕ вырăнта лартнă хĕрессемпе палăксене ку таранччен шутламан. Вĕсем çуллен хушăнсах пыраççĕ. Çавăнпа та хальхи вăхăтра акционерсен "Чувашавтодор" уçă обществи республикипе çул тума, ăна тасатса тăма чăрмантаракан е водительсен тимлĕхне илекен 52 палăка урăх вырăна куçарнă, тепĕр 117-шне вара çывăх вăхăтра илме палăртнă. Йĕрке тăрăх вара вĕсене çул тума уйăрнă вырăнтан 10 _ 15 метр аяккарах вырнаçтармалла. Çул-йĕре пăхса тăракансен обществи çакна халăхран çирĕп ыйтать.

Тĕрĕссипе вара аслă çул çинче авари пулнă вырăнта карта тытса палăк лартни, унта чечек кăшăлĕсем хуни, çакăнтах чун тухнă çынна асăнни вырăнлă та мар. Православи тĕнĕн представителĕсем те, мăсăльмансен те вилнĕ çыншăн чиркỹсемпе мечĕтсенче кĕл тума, масар çине кайса асăнма çеç хушаççĕ.

Раççейĕпе çулсерен 27 пин çыннăн пурнăçĕ автоаварисенче вăхăтсăр татăлать. Никама кỹрентермесĕр кун пирки çакна каласшăн. Енчен те больницăра та кулленех сахал мар вилекен çын ячĕпе çав вырăнтах палăк çĕклесен, унăн территорийĕ тепĕр масара çаврăнăччĕ. Çапла мар-и-ха? Паллах, кашни тăванĕ хăйĕн çывăх çыннине хисеплесе те юратса ырă тума, уншăн тăрăшнине кăтартма шутлать. Масар атрибутики вара водительсен психикине хĕсет, вăл палăксемпе чечек кăшăлĕсем çине пăхса пырса тепĕр авари те тума пултарать. Çав вăхăтрах ытти çынсен кăмăлне пăсать, вĕсене пăшăрхантарать.

Çавăнпа та Федераци саккунĕпе çул-йĕр службин СНиПĕ хушнине пурнăçламаллах. Çак ыйту патшалăх шайĕнче çĕкленчĕ пулсан, ăна пăхăнмаллах.

Сăмах май каласан, çул хĕррине палăк лартас йăла тĕнчери урăх пĕр çĕр-шывра та çук иккен.

А. ЕГОРОВА

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429353, Чувашская Республика, Батыревский район, с.Новое Ахпердино, ул.Ленина, д.46
Телефон: 8(83532) 66639
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика