28 мая 2014 г.
Кирек кам та ача чухне шкулта вĕренет. Уншăн вĕренỹ çурчĕ тăван кил пекех çывăхланать. Алла аттестат илсен те чылайăшĕ шкула такăрлатнă сукмака курăк пусма памаççĕ. Вĕсем çитĕнекен ăрупа ирттерекен тĕл пулусене килсе çỹреççĕ. Ура çинче çирĕп тăракан выпускниксем кирлĕ чухне пулăшу пама та хатĕр. Халĕ шăпах районта "Тăван шкулăм" ыр кăмăллăх акцийĕ пырать. Унта депутатсем, предприятисемпе организацисен ертỹçисем, предпринимательсем хастар хутшăнаççĕ. Çĕнĕ Ахпỹртри хресчен фермер хуçалăхĕн ертỹçи Е. Мартышкин та айккине юлмасть. Евгений Михайлович пĕр йышра ĕçлекен Л. Мартышкина, М. Трифонов, Н. Кротов, И. Иракин, Л. Комарова, Г. Цыганова, Е. Николаева тĕрлĕ çулхи выпускниксемпе пĕрле шкула спорт инвентарĕ парнелерĕ. Унăн парне кỹрессин вĕçĕ те çук. Çакăншăн шкул администрацийĕпе çитĕнекен ăру тем пекех хĕпĕртерĕ. Мечĕксем шăпах ачасене каннă вăхăтра е физкультура урокĕсенче выляса сывă пурнăç йĕркине тытса пыма май параççĕ-çке.
Н. ХУРАМАЕВ
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)