12 апреля 2014 г.
Çĕнĕ Ахпỹрт ял тăрăхĕ районти ытти хăй тытăмлăх органĕсенчен нимĕнпе те уйрăлса тăмасть. Вырăнти администраци пуçлăхĕ Валентин Тукмаков калашле, пĕр "çемьене" кĕрекен Татмăш тата Кивĕ Катек ялĕсем административлă центртан аякра пулни çеç чăрмавлă. Тĕрĕссипе вара паян вăл та йывăрлăх мар. Темиçе теçетке çул хушшинче ял çынни çак йĕркене хăнăхнă. Ĕçри тивĕçĕмпе ирпе-ирех ял тăрăхне çитрĕм пулин те, манран маларах вăранакансем ял пуçлăхĕн алăкĕ умне черете тăнă.
Мĕн сăлтавпа хуçа пỹлĕмне кĕме хатĕрленнипе кăсăклантăм. "ЛПХ илесшĕн", _ терĕç вĕсем пурте кĕскен. Килти хуçалăха аталантарма çăмăллатнă кредит илес тĕллевпе кирлĕ справкăсем тутарма çитнĕ иккен.
Вырăнти влаç ертỹçипе тĕп калаçу Çĕнĕ Ахпỹртсем район кунне кĕтсе илме епле хатĕрленни пирки пикениччен тỹрех çул çинче куçа тирĕнекен тасамарлăх ыйтăвĕ çĕкленчĕ. Патăрьел-Елчĕк аслă çул хĕрринчи автобуссем чарăнакан вырăнтах çỹп-çап купи уçнă. Урам вĕçĕпе çырма-çатрара та кун пек тирпейсĕрлĕх пайтах. Ĕçĕпе пит маттур та харсăр Çĕнĕ Ахпỹртсен культура шайне, ăнланулăхне ỹстерме пулать-ши?
_ Ку вăл пирĕншĕн шала кайнă чир те пулĕ,_ пăшăрханса калаçăва пуçларĕ Валентин Петрович.
_ Килтен тухакан çỹп-çапа тирпейлĕ пуçтарса ăсатас тĕллевпе урамсене контейнер та лартса пăхрăмăр. Усси пулмарĕ. Йăрăраххисем ăна каçхине тултараççĕ те хураççĕ. Кирлĕ пулсан, улма аврипе кишĕр çулçине те çавăнта пырса силлеççĕ. Тĕлĕнмелле вĕт! Кашнин умне хурал тăратаймастăн-çке. Халĕ вара ятарлă кунсенче килтен михĕпе пуçтарса пынă ăпăр-тапăра техника çине тиесе çỹрессине йăлана кĕр-тесшĕн...
Ял, урам сăн-сăпачĕ, тирпей-илемĕ, тăкăрлăксен капăрлăхĕ вырăнти влаçăн чи малтан татса памалли ыйтăвĕ. Çавăнпа та ăна пĕччен е иккĕн çеç мар, пурте пĕр çын пек пулса кар тăрсан çеç пурнăçлама пулать. Мĕнле майпа, епле меслетпе? Çакă вара никамран та мар, администрацинченех килет. Ку тĕлĕшпе ял тăрăхĕн кăçал нихçанхинчен те ытларах нимесене тухма, тарлама тивĕ. Мĕншĕн тесен Питравра йĕркелекен район кунĕ кăçал шăпах Çĕнĕ Ахпỹртре иртмелле. Хăна-вĕрлене кĕтнĕ чухне вара тирпейлемелли те, тăкакланмалли те пайтах тупăнать.
Юхмапа Пăла тăрăхĕнче çиччĕмĕш хут йĕркелекен уява маларахрисенчен кая мар ирттерес ĕмĕчĕсем Çĕнĕ Ахпỹртсен те пысăк. Район бюджетĕнчен уйăрнă çур миллион тенкĕ укçан "шăтăкĕсем" паллă: чăн малтанах çулсене тирпейлемелле, клуба тул енчен сăн кĕртмелле, культура мероприятийĕсене ирттерме музыка аппарачĕ туянмалла, афишăсем хатĕрлемелле тата ытти те. Чи кирли вара _ уяв ирттермелли вырăна суйласа илсе (ăна Пăла çумĕнчи лапамра тăвасшăн) хăнасене йышăнмалли, каярахпа вара ял уявĕсене те паллă тумалли хăтлă стадиона капăрлатасси. Ун валли вырăнти хыснаран та самаях кĕмĕл расхутлама тивĕ. Кăлава кун пирки йывăрлăхсем пулмасса çирĕппĕнех шантарчĕ. Çавăнпа та Культура çулталăкĕ ыттисемпе танлаштарсан Çĕнĕ Ахпỹрт ял тăрăхĕшĕн уйрăмах асра юласси паллă темелле.
Ял масарĕсене кирлĕ пек тасалăхра тытса, сăваплă вырăна пăхса тăрасси те вырăнти администрацин тивĕçех. Ку ĕçе вырăнта кашни ялтах йĕркене кĕртнĕ. Кивĕ Катексем, сăмахран ял халăхĕнчен укçа пуçтарсах (администраци те хушнă) масар тавра профнастил тытса çавăрнă. Петр Кузнецов хастар ертсе пынипех унти çурта та шăнкăрч йăви пек капăрлатса хунă. Кăçал Татмăшпа Çĕнĕ Ахпỹртре ку ĕçе йĕркелесшĕн. Пиртен вăхăтсăр уйрăлнă тăванăмăрсен вырăнне тивĕçлипе пăхса тăрасси сыввисен тивĕçĕ-çке.
Хальхи вăхăтра республикăра та, районта та пушар хăрушсăрлăх йĕркине пăхăнас, кун пирки тăтăшах халăхпа калаçусем йĕркелес, нумай ачаллă, ĕçкĕ енне сулăннă çемьесенче пулса килĕсенче хăрушлăха сирес тĕлĕшпе ыйтусене çивĕчлетеççĕ. Ку проблема ял тăрăхĕнче те тĕп вырăнта. Çĕнĕ Ахпỹртри муниципаллă пушар хуралĕн пулăшу машини районта сиксе тухакан чылай пушарсене хастар хутшăнни те çакнах çирĕплетет. Районти хăш-пĕр администрацисенче пушар хуралне халăх вăйĕпе тытса тăма тăрăшаççĕ пулсан, ку тĕлĕшпе кунта виçĕ çынна килĕшỹпе ĕçлеттерме мехел тупни те паха.
Вырăнти влаç органĕн ĕçĕ-хĕлĕ нумай енлĕ. Вĕсене пурне те йĕркелесе пыма администрацине тĕрев кирлех. Ял старостисемпе депутатсем _ шăпах обществăшăн тăрăшакан хастарсем. А. Сымкин, Ю. Улангин, А. Баюсов старостăсем, район Пухăвĕн депутачĕ Е. Мартышкин, Ю. Майрушкин, В. Солдатова, А. Леонтьев, С. Тукмакова "халăх тарçисем" пулăшса пынипех чылай ĕçе çăмăллăнах парăнтараççĕ.
Тепĕр икĕ çултан Çĕнĕ Ахпỹртсем те Патăрьелĕнчен илсе килекен таса шыва хăйсем патне çитересшĕн. Çак программăна пурнăçа кĕртесси _ малашлăхри пысăк плансенчен пĕри.
А. ЕГОРОВА
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)