Новоахпердинское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Районта _ Вĕрентỹ тата çамрăксен политикин министрĕ

29 января 2014 г.

 Кĕçнерни кун пирĕн района ĕçлĕ çул çỹревпе республикăри Вĕрентỹ тата çамрăксен политикин министрĕ Владимир Ивановича Иванов килсе кайрĕ. Ăна район администраци пуçлăхĕ Н. Глухов кĕтсе илчĕ, район пурнăçĕпе, унăн социаллă-экономикăлла аталанăвĕпе, демографи лару-тăрăвĕпе паллаштарчĕ. Малалла çул Тутар Сăкăтне выртрĕ. Кунта иртнĕ çулхи октябрĕн 2-мĕшĕнче кĕске хушăрах 3526 тăваткал метрлă шкул çуртне хута янăччĕ. Унта паян 174 çитĕнекен ăру пĕлỹ пухать. Вĕренỹ çурчĕпе пĕр тăрă айĕнчех 47 пепкене йышăнма пултаракан ача сачĕ вырнаçнă. Мĕн тери савăнать çакăншăн ватти, вĕтти! Çакна министрпа тĕл пулнă самант та çирĕплетрĕ.

Çула май В. Ивановпа Н. Глухов Патăрьелĕнчи ял хуçалăх техникумĕнче пулчĕç. Вĕрентỹ учрежденийĕн çак статуса тытса пырас тесен çанă тавăрсах ĕçлемелле. Условийĕсем пур кунта. Çывăхра çакнашкал вĕрентỹ учрежденийĕ çук. Ура çинче çирĕп тытăнса тăракан хуçалăхсем вара çителĕклех. Вĕсене валли ял хуçалăх специалисчĕсем кирлех. Тĕрлĕ специальноç илме майсем пулччăр унта çамрăка. Вăл çулла техника çỹреттĕр, хĕлле вара электрификаципе е урăххипе ĕçлеме пултартăр. Кашни преподавателĕн малашлăха уççăн курма, ăна уçăмлатма пултармалла.

Çĕнĕ Ахпỹртре министрпа тĕл пулма ял халăхĕ те пухăннă. Вĕсене пăшăрхантаракан пысăк ыйту вăл _ шкул тăвасси. 1200 çын пурăнакан ялта ача-пăча та сахал мар. Садикĕ аван-ха. Анчах шкулĕ япăх.

_ Ашшĕ-амăшĕ паянхи тĕл пулăва ахальтен килменни куç кĕретех,_ терĕ В. Иванов итлесе ларма кăмăллăн чăвашла шакăлтаттарса калаçăва пуçласа. _ Кивелсе кайнă çурт вырăнне çĕннине çĕклес ыйту канăç паманнине ăнланатăп. Ку проблемăна паян çеç хускатмастăр эсир. Республикипе илес пулсассăн пĕр сирĕн çеç те мар вăл. Паяна виççĕри ачасене пурне те садике ярас ыйтăва татса панă. Сирĕн районта та Патăрьелĕнче, Шăнкăртамра çĕннисене уçрăмăр. Тутар Сăкăтĕнчи шкул мĕне тăрать! Укçи-тенки яланах хĕсĕк вăл. Раççей бюджетĕнчен уйăрса парасса кĕтетпĕр. Паян-ыран пулмасан та ыйтăвăра уçăмлатма тăрăшатпăр, _ терĕ В. Иванов.

_ Сăкăтри, Ишлĕри, Çĕнĕ Ахпỹртри шкулсем тахçанхисемех ĕнтĕ, пĕрешкелскерсем. Сăкăтсене ырлăх çитрĕ. Тутар Сăкăчĕсем уйрăм ларакан 7 çуртра пĕлỹ пухатчĕç. Сирĕн вĕрентỹ çурчĕн проектне тутармалли укçан пĕр пайне тỹленĕ. Халĕ вăл экспертизăра. Унта тата хушусем кĕртес-шĕн. Шанăçа çухатмалла мар,_ терĕ Владимир Николаевич сăмахне малалла тăсса Н. Глухов. В. Люкин педагог-ветеран, Е. Мартышкин фермер, ял тăрăхĕн пуçлăхĕ В. Тукмаков тата ыттисем те çутă ĕмĕт çывăх вăхăтрах пурнăçа кĕрессе шанса калаçрĕç.

Çула май министр Кивĕ Ахпỹртри тĕп шкулта пулчĕ, çивĕч ыйтусене хускатрĕ.

А. АСТРАХАНЦЕВА

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429353, Чувашская Республика, Батыревский район, с.Новое Ахпердино, ул.Ленина, д.46
Телефон: 8(83532) 66639
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика