Новоахпердинское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çĕнĕ çемье _ Шăнкăртамран, пĕрремĕш пепке _ Кивĕ Катекрен

11 января 2014 г.

 ЫТТИ çынсем Çĕнĕ çулпа Раштав уявĕсенчи вăрăм каникулта чухне те районти ЗАГС пайĕ çынсене хăйсен ыйтăвĕсемпе йышăннă. Сăмахран, январĕн 4-мĕшĕнче Шăнкăртамра пурăнакан А. Сыраев Юхмапа Пăла тăрăхĕнче Лаша çулталăкĕнче пĕрремĕш çĕнĕ çемье çавăрнă. Пикине Кзыл Камышран суйласа илнĕ. Айратăн алли çăмăл пултăрах. Çамрăк мăшăра район администрацийĕн пуçлăхĕн ячĕпе пай специалисчĕ О. Гусарова саламланă, пурнăçăн анлă сукмакĕпе ĕмĕр тăрăшшĕпе алла-аллăн тытăнса утма ырă суннă. Çак кунхинех Тутар Сăкăтĕнчи Хасяновсен çемйинче те туй кĕрленĕ.

Çĕнĕ çулти пĕрремĕш пепке вара Кивĕ Катекри Портновсене савăнтарнă. Раççей Президенчĕ мĕн пур халăха Çĕнĕ çул ячĕпе саламланă хыççăн çирĕм минутранах районти тĕп больницăра пулас пăхаттирĕн сасси янăраса кайнă. Вун сакăр çулхи çамрăк амăшĕ çемьене арçын ача парнеленĕ. Сăмах май каласан, кăçал республикăра пĕрремĕш ача пирĕн районта çуралнă.

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429353, Чувашская Республика, Батыревский район, с.Новое Ахпердино, ул.Ленина, д.46
Телефон: 8(83532) 66639
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика