Новоахпердинское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » ÇĕР АННЕНЕ ЮРАТАКАН ВЫçĂ ВИЛМЕН

28 декабря 2013 г.

Çĕр ĕçченĕ хĕвелтен иртерех вăранса ĕçе кỹлĕнет, анасене хăйĕн тарĕпе шăварать. Укçи кĕсьене пахучĕпех кĕмест-ха. Апла пулин те пĕр çул та хирсене акмасăр-лартмасăр хăвармасть, кăкăр каçăртмасть, мухтавпа чысшăн та çунмасть. Саманан саккăрла çаптаракан пушшинчен хăрамасăр, пуç усмасăр малалла талпăнать вăл. Йывăрлăхсене çĕнтерсе пыма ăна çĕр аннемĕр хăй пулăшса пырать пуль çав. Çĕнĕ Ахпỹртри Е. Мартышкин фермерпа калаçнă, унăн ĕçĕ-хĕлĕпе паллашнă майăн çак шухăш патне çитрĕм.

Иртнĕ ĕмĕрĕн 90-мĕш çулĕнче, кĕрлесе те шавласа пирĕн тăрăха перестройка çитнĕ хыççăн, чылай ял хуçалăх предприятийĕ саланчĕ. Нумайăшĕ хавшаса юлчĕ. Шăпах çак вăхăтра Çĕнĕ Ахпỹртсем районта чи малтан хăйсене тивĕçекен пайсенче сухан-çевок акса çитĕнтерме пуçларĕç. Тăван ялĕнче тымар янă Евгений Михайлович та вăрăм укçа шыраса инçе хуласене каяс темен. Вăл, çĕр аннемĕр сывланине ачаранах туйса ỹснĕскер, ака-суха ĕçне кỹлĕнет. 1997 çулта кивĕрех пĕр трактор илет, çавăн хыççăн малалла аталанасси пирки шухăшлама тытăнать. Татăклă йышăну тунă хыççăн, 1999 çулхи январĕн 12-мĕшĕнче "Марка" фермер хуçалăхне йĕркелет. Малтанласа 18,6 гектарпа усă курнă. Çулсем иртнĕçем техника шутне ỹстерет, лаптăка тата пысăклатать. Халь Е. Мартышкин хуçалăхĕ 132 гектар. Кăçал унта тĕш-тырă, çĕр улми, хĕрлĕ кăшман, кишĕр, сухан-çевок çитĕнтернĕ. Пĕр тата нумай çул ỹсекен курăксем те пур. Тухăçа ỹстерме пысăк пахалăхлă вăрлăхсене кашни тăватă çулта "Красное знамя", "Малалла" хуçалăхсенчен илсе килет.

Паян ял хуçалăхне аталантарас тесен çĕнĕ технологисемпе те усă курмалла. Фермер çакна питĕ лайăх ăнланать. Юлашки çулсенче çулла типĕ килнине шута илсе "Новый век в агротехнологии" фирмăпа килĕшỹ туса тумлампа шăваракан хатĕре вырнаçтарнă. Танлаштарма, уйрăмлăха пĕлме 15 гектарта ỹснĕ çевокран 5-шне шыв сапсах тăнă. Ыттисене вара çỹлтен ỹкекенни çеç лекнĕ.

_ Шăварнин тухăçĕ, шăварманниннипе танлаштарсан, палăрмалла пысăк. Шыв сапнисем çеç рентабельлĕхе лайăхлатрĕç. Çакă тепĕр хут çĕнĕлĕхрен юлма юраманнине, кайран хăваласа çитме йывăррине питĕ лайăх çирĕплетсе пачĕ, _ тет Евгений Михайлович. Сар мăйăр пек курăнакан продукцине хĕл каçарма 100 тонна вырнаçакан управа хунă. Вĕсене ятарлă температурăра тытаççĕ. Çуркунне сухан вăрлăхне Ставропольтен, Челябинскран, Краснодартан тата ытти çĕртен туянма килеççĕ. Хиртен пухса кĕртнĕ тырра вырнаçтарма та хранилище пур. Иккĕшне те фермер хăй вăйĕпе тунă.

Пысăк лаптăка сухаласа акма техника сахал мар кирлĕ. Парка çĕнетме агропромышленноçа аталантамалли наци проекчĕпе усă курса 2006 çулта МТЗ - 82 трактор тата плуг туяннă. Ку çулта та çĕр улми кăларакан агрегат илнĕ. Çавăн пекех тыр пула хиртен пухса кĕртме комбайн тата икĕ автомашина хутшăнать.

_ Ĕçе пуçласа яма, ура çине тăма питĕ йывăр. Туса илнĕ продукцин хакĕ те кашни çул пĕр пек пулмасть. Аталанса кайма патшалăх паракан çăмăллатнă кредитсем, проектсем нумай пулăшрĕç. Халь каялла кайма çул çук, пĕр вырăнта тăпăртатса тăма та юрамасть. Тĕллев _ малалла аталанасси, çĕр лаптăкне пысăклатасси. Анчах кадрсем çитменнине пула йывăрлăхсем тухаççĕ.Ялта вăй хумалли вырăн çукки пирки час-часах калаçаççĕ, анчах халĕччен манран пĕр çын çеç ĕç тупса пама ыйтса курнă. Унăн ыйтăвне çийĕнчех тивĕçтертĕм, _ пĕлтерет Е. Мартышкин. Евгений Михайлович патĕнче хĕлĕн-çăвĕн вăй хума май пур. Çулла пахча çимĕç культурисен йăранĕсене çум курăкран тасатма тата тухăçа пуçтарса кĕртме Çĕнĕ Ахпỹртрен кăна мар, кỹршĕ ялсенчен те килеççĕ. Укçипе фермер çийĕнчех татăлать. Хĕлле вара 10-12 çынран кая мар ун патĕнче вăй хураççĕ: тырă вăрлăхне тасатнă, çĕр улмипе кишĕре сутма суйланă çĕрте тăрăшаççĕ. Хуçалăхра ĕçлекенсене Евгений Михайлович хавхалантарма та пĕлет. Шалу панисĕр пуçне культурăллă канма майсем туса парать. Кĕркунне пурте пĕрле Шупашкара çитсе концерт курнă. Çавăн пекех чылай çул хуçалăхра тимлекен М. Трифонов механизатора çурт хăпартма пулăшнă. 2004 çулта çуртсене газ кĕртнĕ чухне те тимлĕх çителĕклех уйăрнă. Çĕнĕ çулта хăй пурăнакан урама çулленех симĕс чăрăш вырнаçтарать. Уяв вăхăтĕнче ун тавра ачасем кăна мар, çитĕннисем те пухăнса савăнаççĕ. Е. Мартышкин хăй те айккинче юлмасть. Пушăрах чухне коньки сырса пĕр çуларахрисемпе хоккейла выляма та юратать.

Ял йытти ял еннеллех вĕрет, тесе ĕлĕкхи ватăсем ахальтен каламан çав. Е. Мартышкинăн та чĕри тăван кĕтесĕшĕнех çунать. Хĕлле урамсене кĕрсе-тухма пултăр тесе тракторĕсене çул уçма кăларать. Масара каякан сукмака та тасатма пулăшать. Пĕлỹ çурчĕпе тачă çыхăну тытать. Учительсемпе ветеран-педагогсене кашнине пĕрер центнер тырă панă. Лайăх паллăсемпе ĕл-кĕрсе пыракан вĕренекенсене валли укçа уйăрма май тупать. Шкулăн çĕрне çум курăк ан пустăр тесе Евгений Михайлович арендăна илнĕ. Уншăн вăл столовăя çĕр улми леçет.

Хирте сар ыраш хумхансан та фермера пăшăрхантаракан ыйтусем çителĕклех. Евгений Михайловича, районти фермерсен ассоциацийĕн председателĕ пулнă май, ыттисене канăçсăрлантаракан проблемăсем çывăх.

_ Çĕр ĕçĕпе ĕçлекенсене техника çителĕксĕрри, база çукки, ака е вырма умĕн çунтармалли-сĕрмелли материалсен хакĕсем ỹсни, хамăр туса илнĕ продукци йỹнни, çавна май хăйхаклăхĕ пысăкланса кайни йывăрлăхсем кăларать. Апла пулин те вĕсене татма тăрăшатпăр, _ тет Е. Мартышкин. Çĕр ĕçĕ нихăçан та çăмăл пулман. Анчах çакăн пек хастарсем пур чухне сĕтел çинчен çăкăр татăлмастех.

О. ПАВЛОВА

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429353, Чувашская Республика, Батыревский район, с.Новое Ахпердино, ул.Ленина, д.46
Телефон: 8(83532) 66639
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика