Новоахпердинское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » ПРЕДМЕТ ЭРНИ ТУСЛĂХА çИРĕПЛЕТЕТ

28 декабря 2013 г.

 Çĕнĕ Ахпỹртри тĕп шкулти кĕçĕн классем хушшинче предметсен эрни иртрĕ. Мероприяти "Мĕнле асамлă сăмах вăл _ туслăх!" темăпа пуçланчĕ. Е. Трифонова учительница "Кам кампа туслă" викторина, "Каларăша вĕçле" вăйă, "Ромашка" тата "Рукавички" конкурссем ирттерчĕ. Çаксем тăрăх пĕтĕмлетỹ те тума май пур: туслăх пур иккен ачасен хушшинче, вĕсем пĕр-пĕрне итлеме те, хисеплеме те пĕлеççĕ. Шанчăклă юлташ тупас, ăна çухатас мар тесен ырă кăмăллă та çутă ĕмĕтсемпе пурăнмалла.

Виççĕмĕшсем вара "Грамматика мозаикинче" тупăшрĕç. Пуçламăш шкул программипе килĕ-шỹллĕн тĕрлĕ ăнланупа терминсене пĕлмелле ачасен. Çавна май вĕсем килĕсенче "Малашлăхри шкул" сочинени çырчĕç. Г. Петухов, акă, вĕренỹ çуртне кĕнеке-тетрадьсăр, сумккасăр, планшетсемпе çỹреме ĕмĕтленет. Ачасем сывлăхлă ỹсчĕр тесен анлă та çутă классем, спортзалпа бассейн та кирлĕ мĕн.

О. Тукмакова учительница вĕренекенсемпе вырăс чĕлхипе класс тулашĕнчи мероприяти ирттерчĕ. Вăйă евĕр йĕркеленĕ конкурссем пурне те ки-лĕшрĕç. Г. Петуховпа Т. Та-расова тĕрĕс хуравсемшĕн медальлĕ пулчĕç.

Пĕрремĕшсем математика "пасарне" çул тыт-рĕç. "Лунтики" тата "Смешарики" командăсен аванах пуç ватма тиврĕ вара кунта. Шута пĕлмесен тавар туянаймастăн çав.

Тăваттăмĕшсем сывлăх вăрттăнлăхĕсене тишкерчĕç. Вĕсем патне урока сывлăх Турри, Карлсон, медсестрасемпе врачсем килчĕç. Викторинăра Д. Мартышкина, А. Осипова, А. Кротов çĕнтерчĕç. "Сывлăха упратăп", "Шăлсемшĕн мĕн усăллă?", "Винегрета мĕнле тумалла?" конкурссене хутшăнма пурте кăмăлларĕç. "Хускану _ пурнăç" ташша вара кăмăлтан ташларĕç.

Эрнене пĕтĕмлетме М. Быковапа А. Тукмакова класс ертỹçисем те хутшăнчĕç. Çитĕнекен ăру тавçăруллă пулнине, тавра курăмĕ анлăланса пынине çирĕплетрĕ эрне.

Н. ХУРАМАЕВ

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429353, Чувашская Республика, Батыревский район, с.Новое Ахпердино, ул.Ленина, д.46
Телефон: 8(83532) 66639
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика