04 декабря 2013 г.
КИВĔ КАТЕК каччи Валерий Самойлов-Раштав тарăн шухăшлă сăввисене мĕн ачаранах шăрçалать. Унăн сăввисемпе кĕвĕленĕ юрăсене халĕ Фарида, Алексей Московский, Сергей Павлов тата ытти паллă юрăçсем те хăйсен репертуарне кĕртнĕ. Вĕсене халăх чĕре çывăхне йышăнма та ĕлкĕрчĕ.
Шел пулин те, поэтăн тарăн шухăшлă чылай сăввисемех ал çыру шайĕнче кăна. Чăваш филологийĕпе культура факультетĕнче пĕрле вĕреннĕ çывăх юлташĕсем пуçарнипе тата тăрăшнипе вĕсене мăкланма паман. Çак кунсенче тусне пысăк парне кỹнĕ: çуралнă кунĕ тĕлне (раштавăн 5-мĕшĕ) "Шухăша вĕçтереймĕн çилпе" ятпа сăввисен пуххине пичетлесе кăларнă. Вăт ку чăнах та парне: асăнмалăх та, савăнмалăх та!
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)