30 ноября 2013 г.
Çĕнĕ Ахпỹртри тулли мар вăтам шкулта пуçламăш классенче литература вулавĕн эрни иртрĕ. Мероприятие А. Тукмакова вĕрентекен пĕрремĕш классем пуçларĕç, хăйсен вĕренỹри пĕрремĕш утăмĕсем пирки каласа пачĕç. Тепĕр кунне Е. Трифонова ертсе пыракан иккĕмĕшсем сăмах илчĕç. Вĕсем "Пирĕн пата килчĕ кĕчĕ кĕркунне" уявра çулталăкăн çак вăхăчĕ çинчен сăвăсем вуларĕç, юрăсем шăрантарчĕç. Мероприятие малалла тăсса О. Тукмакова вĕрентекен виççĕмĕш класс ачисем Ш. Перрон "Хĕрлĕ калпак" юмахĕ тăрăх сценка лартса пачĕç. Юлашкинчен М. Быкова учительница пуçламăш классенчи пур ачасене те пухса "Телейлĕ самант" литература вăййи ирттерчĕ. Çивĕч тупăшура пĕрремĕшпе иккĕмĕш классен пĕрлештернĕ команди çĕнтерчĕ. Тăваттăмĕшсемпе виççĕмĕшсем кĕмĕл тата бронза "призерĕсем" пулайрĕç.
Литература вулавĕн эрни ачасемшĕн хаваслă та усăллă иртрĕ.
В. ВАСИЛЬЕВА, вĕренекен
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)