06 ноября 2013 г.
Маларах Татмăшра шкул çулне çитмен ачасем амăшĕсем ĕçе кайсан асламăшĕсемпе юлнă. Киле пĕччен хăваракансем те пулнă. 10 çул каялла вара садик уçăлчĕ. Реструктуризацине пула 19 çул пуçламăш классене вĕрентсе пурăннă хыççăн садике ĕçлеме куçмалла пулчĕ. Çĕнĕлĕхе хăнăхма хамăра та, ачасене те çăмăлах пулмарĕ. Пĕрремĕш хут килнĕ ача воспитатель çине тĕлĕнсе пăхатчĕ. Ачасем сисĕмлĕ чунлă. Юратса та шеллесе кĕтсе илеттĕм вĕсене. Пĕр ушкăна явăçтарма çăмăлах та пулмарĕ. Ачашши те, кутăнни те, усалраххи те, айванраххи те пурччĕ йышра.
Вăхăт сисĕнмесĕр шу-рĕ. Вăйă-кулă, юрă-ташă пурне те пĕрлештерчĕ. Уявсем тĕлне сăвăсем вĕренеттĕмĕр. Районта иртекен конкурссене хутшăнма пикентĕмĕр. Çуркуннепе кĕркунне çăмăл атлетикăпа, хĕлле йĕлтĕрпе чупакан пултăмăр. Малти вырăнсене те йышăнаттăмăр. "Юратнă аннен портречĕ" конкурсра та çĕнтерỹçĕ пултăмăр. "Пушартан сыхланăр" тупăшура виççĕмĕш тухрăмăр. "Любознайка" конкурса та хаваслансах хутшăнтăмăр.
2010 çулта "Çулталăк воспитателĕсемпе" сцена çине тухма тỹр килчĕ. Ачасем те районти культурăпа кану центрĕн сцени çинче "Барбарики" ташша илемлĕн кăларчĕç. Куракансем тăвăллăн алă çупни те хавхалантарчĕ вĕсене. Ушкăн вăйĕпе "Чи ырă кăмăллă воспитатель" ята тивĕçрĕм.
Ĕçлесессĕн ĕçĕ çителĕклех. Кашни уяв валли хавас утренниксем хатĕрленетпĕр. Пĕр тĕрлĕ вăйăсем ан япăхтарччăр тесе мечĕксене, машинăсене, пуканесене хута яратпăр. Пĕринче вĕсене шутлама, тепринче ăмăртма, виççĕмĕшĕнче тирпейлеме вĕрентетпĕр. Пластилинран кĕлеткесем ăсталама та хăнăхаççĕ ачасем. Тетрадьсем çине ỹкерме юратаççĕ. Шкул çулне çывхарса пыраканнисен вăйă вăхăчĕ сахалрах: сас паллисемпе паллашмалла вĕсен, шутлама-çырма вĕренмелле, алă вăйне çирĕплетмелле, итлесе ларас чăтăмлăха ỹстермелле тата ытти те.
Паянхи кун садике тĕрлĕ ỹсĕмри 18 ача çỹрет. Вĕсен пурнăçĕпе пурăнма тăрăшатпăр. Çĕнĕ кĕпе илнишĕн савăнакансемпе кăмăлсене уçатпăр, амăшĕсенчен уйрăлас килменнисемпе те пĕр чĕлхе тупатпăр.
"Ирхи зарядка тăвар" тесенех карталанса тăрать çитĕнекен ăру, тĕрлĕ хусканупа хăй маттуррине кăтартать. Апат хыççăн занятисем пуçланаççĕ. Физкультурăпа музыкăна пурте кăмăллаççĕ. Хăйсен аллисемпе ăсталанă аппликацисене, ỹкерчĕксене килтисене кăтартма илсе каяççĕ, уйрăм папкăна пуçтарса пыраççĕ.
Ачасемпе выляса, заняти ирттерсе, урама уçăлма тухса, çитерсе, çывăрттарса кун иртни те сисĕнмест. Ăшă пулма тăрăшатăп вĕсемпе. Çакă каярахпа ырăпа таврăнасса туятăп.
В. ФИЛИППОВА, воспитательница
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)