Новоахпердинское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Йывăç тымарĕпе çирĕп, этем _ сывлăхĕпе

26 октября 2013 г.

 Ĕçе юратакан тăрăшул-лă çемье кирек хăш ялта та пур-ха ĕнтĕ. Анчах пĕрисем ытларах выльăх-чĕрлĕх тытассипе, теприсем çĕрпе ĕçлессипе тимлеççĕ. Иккĕшĕнпе те тухăçлă вăй хуракансем те сахал мар. Татмăшра çакнашкал çемьесенчен пĕри _ Царевсем.

_ Кишĕре кăларса пĕтереймен-ха. Çакнашкал çанталăкра сĕтекне çеç пуçтарать вăл, вара йĕркеллех хĕл каçать. Çĕресси те çук, _ тепĕр ăста агроном айккинче тăмалла çирĕппĕн калаçать кил хуçи мăшăрĕ Алевтина Викторовна. _ Сутлăх та пур, выльăх-чĕрлĕх валли те çитет. Вăкăрсем епле юратаççĕ.

Ĕç тĕлне пĕлеççех çав Татмăшсем. Ахальтен мар сухан-севок, кишĕр, выльăх чĕкĕнтĕрĕн вăрлăхĕсене центнершер туса илмеççĕ ĕнтĕ. Çурт хыçĕнчи пахчара е çĕр пайĕнчи лаптăкра çĕрне-кунне пĕлмесĕр ĕçленĕрен çакă.

_ Ĕçĕ кĕркунне капланать вăл. Кăларнă çĕр улмине суйласа тĕп сакайне антармалла. Юхăннă колхоз садĕнче пан улми ăнса пулнă. Ăна пуçтарса килсен те лайăх. Унсăрăн тепĕр уйăхранах килограмне 40-50 тенкĕпе туянса илсе çимелле пулĕ. Пылак пăрăç ăнса çитĕнчĕ. Купăста тĕрлĕ йышши пур. Салат пĕçер те пĕçер кăна, _ тет А. Царева.

Ĕçне туса ĕлкĕрме мар, унăн сăмахне тытса ĕлкĕрме те кансĕр. Чăн-чăнах ури тупанне çĕре тивертмен хĕрарăм ĕнтĕ вăл. Ялти пуçламăш шкул-сад столовăйĕнче повар пулса ĕçлет. Çавăнпа апат-çимĕç хатĕрлесси пирки те вăр-вар та чĕлхе çăтса ямалла каласа парать.

Алевтина Викторовна вĕри плита умне тăнăранпа тăваттăмĕш теçетке çул та капашать ĕнтĕ. Ялти шкулта сакăр класс таран вĕренни çинчен свидетельство илсен Вăрнара çул тытнă, повара вĕ-реннĕ. Каярахпа пĕлĕвне Шупашкарти коопераци техникумĕнче малалла тăснă. Вăл вăхăтра Патăрьелĕнчи кафе çумĕнче кулинари цехĕ ĕçленĕ. Хĕре Людмила Ильинична Нямина (Владимирова) хăй çумне илнĕ. Ырă наставницăн вĕрентĕвне паянхи кун та ăшшăн аса илет Алевтина Викторовна. 7 çул сисĕнмесĕрех иртнĕ. Телее, ялти шкулта вырăн тупăннă. Вара А. Дмитриев ертỹçĕ хĕре унта куçма ыйтнă. _

Çулсем пĕр сисĕнмесĕр шăваççĕ çав. Тепĕр çул тивĕçлĕ канăва кайма та вăхăт çитет. Ирпе ĕçе тухса утма май пурришĕн савăнатăп. Ĕçĕм çынна юрăхли паха. Пуçламăш шкула 11 ача, садике 18ăн çỹреççĕ. Вĕсене куллен вăхăтра тутлă та сĕтеклĕ апат пĕçерсе çитерессишĕн тăрăшатăп. Ỹссе çитĕнекен ăру сывлăхлă пулни паха, _ тет Алевтина Викторовна.

Виçĕ ывăл çитĕнтернĕ Царевсем. Иккĕшĕ çемьеллĕ. Мăнукĕсемпе савăнаççĕ аслашшĕпе асламăшĕ. Кинĕсене те хĕр вырăнĕнчех пăхать хунямăшĕ. Вăр-вар та ĕçченскерсем çамрăксем. Кинĕсемпе хунямăшĕн тăприсем пĕрешкел, теççĕ. Тĕрĕсех иккен. Кирек хăш ĕçе те ỹркенмеççĕ. Асли çыхма пуçланă нускине çамрăкки пĕтерме, хунямăшĕ хатĕрлеме пикеннĕ шăрттана кинĕ пĕçерме пултарать. Хуçалăхра 2 ĕне, вăкăрсем, пушмак пăрусем, сурăхсем. Сĕтне-çуне, аш-какайне, пахча-çимĕçне лавккаран туянасси çук. Шкул столовăйĕнче пĕçернĕ чухне те вырăнтипе ытларах усă курма тăрăшать повар. Хĕл валли кирлĕ çимĕçе те хăйне майлă пуçтарса упрама хурать.

А. АСТРАХАНЦЕВА

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429353, Чувашская Республика, Батыревский район, с.Новое Ахпердино, ул.Ленина, д.46
Телефон: 8(83532) 66639
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика