12 октября 2013 г.
Татмăш ялĕнче çумăрлă çанталăк хыççăнхи сивĕ те ăмăр кун урама тухса çỹрекенсем çукпа пĕрех. Яла пырса кĕрекен аслă касра çеç пурнăç чарăнман темелле. Тем хушăра пĕрре автомашинăсем асфальт çулпа çитме май пур таран ирткелеççĕ.
170 хуçалăхран кая мар ялта унталла та кунталла тăсăлакан пилĕк кас. Паян вĕсенчен пĕринче те çỹллĕ кĕлеллĕ пушмакпа шакăлтаттарса утакан чиперккене кураймăн. Резина атă е вăрăм кунчаллă калуш _ йĕпе-сапаллă çанталăкра тухмалли пĕртен-пĕр çăлăнăç. Пылчăкра çăмăл автомашинăпа çитес çĕре çитме те ан шутла, "хурçă утна" çул хĕррине лартса хăвармах тивет.
_ Кăçал Патăрьелĕнчи строительсем пĕр пĕчĕк урама вак чул сарса тикĕслесе пачĕç-ха. Çак тĕллевпе килĕрен виçшер, унтан пилĕкшер пин тенкĕ те пуçтарма тивнĕ. Ĕç-пуçне витĕмлĕ йĕркелесен ыттисене те тирпейлеме пулать-тĕр ĕнтĕ. Халĕ, акă, килти хуçалăхран сутлăх пахча çимĕçе те нимĕнпе кĕрсе илсе тухаймастпăр. Нивушлĕ паянхи пурнăçра ял халăхне çапла нушалантармалла?.._ тарăхсах калаçрĕ пĕр ĕç ветеранĕ, пилĕк ача амăшĕ.
Вăхăтĕнче выльăх-чĕрлĕх отраслĕнче ырми-канми тăрăшнă специалистăн шухăшне хирĕçлеймĕн. Ку чухне Татмăшсем те килте хуларинчен кая мар пурăнаççĕ-ха: "кăвак çулăмĕ" ăшăтать, шывĕ те чылайăшĕн пỹртех кĕрет е пăрăх çулĕ пỹрт умĕнченех иртсе каять. Çăмăл автомашинисем çулсеренех хушăнса пыраççĕ, çурт-йĕрĕ капăрланать, çĕнĕ урамсем хушăнаççĕ... Анчах чи кирли _ çул ыйтăвĕ çулран-çулах тăсăлать те тăсăлать. Çак ыйтăва вырăнсенче чăн малтан уйрăм пенсионерсем çеç мар, депутатсем, старостăсем, ял хастарĕсем вырăнти администраци умĕнче хускатмалла пек. Шел те, ялта çакнашкал обществăлла вăй таппи туйăнмасть.
Вăхăтĕнче самаях аталанса пыракан хуçалăх саланса кайсан ял халăхĕ пурпĕрех аптăрамарĕ-ха. Татмăшсем çĕр аннемĕрĕн ырлăхĕпе ыттисенчен кая мар усă кураççĕ. Хăш-пĕр енĕпе вĕсене кăтартуллисен шутне те кĕртме пулать. Сăмахран, сухан-севок, кăшман вăрлăхĕ туса илес тĕлĕшпе вĕсене çитекен сахал. 90-мĕш çулсенчех уйрăм хастарсем 60-70-шер михĕ сухан вăрлăхĕ хатĕрлесе сутнă. Паян чылай ял тăрăхĕсенче халăх пурăнакан вырăнсенчи çулсене, тăкăрлăксене йĕркене кĕртсе пыраççĕ. Ку тĕлĕшпе Турханта, Алманчăра тата ытти çĕрте пысăк ĕç тăваççĕ. Кашни çул пĕрер урама сăн кĕртессе Татмăшсем куç пекех кĕтеççĕ.
А. ЕГОРОВА
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)