12 октября 2013 г.
Ирпе ĕç пỹлĕмне кĕнĕ кĕменех Кивĕ Катекри почта уйрăмĕн ертỹçинче вăй хуракан Л. Никитина телефон шăнкăравĕн сассине илтрĕ. Ялта пурăнакан Л. Кузнецова сурăх çăмĕнчен хатĕрленĕ утиял туянасшăн иккен. Пуррипе-çуккипе интересленет.
Людмила Федоровна заказа йышăнчĕ, çак кунсенчех кỹрсе килессе шантарчĕ. Чăнах та ăна Елчĕкри тĕп почтампт тепĕр куннех уйрăма çитерчĕ.
_ Клиентсемпе çакнашкал та ĕçлетпĕр халĕ. Ахальтен уйăхсерен 40-45 пинлĕх тавар сутаймастăн та. Ватăсене кĕпе çумалли супăньсемпе порошоксене килĕсене йăтса кайсах паратпăр. Сахăр песукĕ, кĕрпе таврашне те ыйтаççĕ. Хуçалăхра кирлĕ ытти эр-пир пайтах. Шăши мурĕ таранчченех пур, _ тет хăйĕн ĕçĕпе малалла паллаштарса Л. Никитина.
С. Сорокина, Т. Михайлова почтальонкăсемпе пĕрле Людмила Федоровна çур çултан çур çула хаçат-журнал çырăнтармалли кампание те тивĕçлипе хутшăнса пырать. Паянхи куна кунта тĕрлĕ чун апачĕ 732 экземпляр килсе тăрать. Çав шутран пирĕн "Авангард" хаçата 121 çемьене валеçеççĕ.
_ Хаçат-журнала кăмăлтан çырăнакансем сахалăн мар. Акă, Н. Дмитриев, В. Портнов, И. Никифоров çемйисем çулленех 3-4-шар экземпляр илсе тăраççĕ. "Авангарда" чи малтан çырăнаççĕ вĕсем, _ калаçăва хутшăнать Светлана Вениаминовна почтальонка. Унăн сăмахĕсене Тамара Федоровна та çирĕплетет. Унăн ĕç стажĕ пысăках мар пулин те юлташĕсем тивĕçлĕ пулăшу парса пынишĕн кăмăллă.
Л. Никитина тăватă теçетке çул пĕр ĕçре вăй хурса сахал мар почтальонкăна ĕçе хăнăхтарнă. Ыттисенчен вĕренмелли пур чухне хăй те ỹркенсех тăман.
_ Тивĕçлĕ канăва тухсан малалла ĕçлĕп-и, пăрахăп-и, тенĕччĕ. Уйрăма компьютер килсе лартрĕç. Электрон техникипе мĕнле ĕçлемеллине те пĕлместĕп. "Упана та ташша вĕрентеççĕ те, çакна алла илейместĕп-ши вара?" _ терĕм. Тăрăшни сая каймарĕ. Халĕ кирек хăш операцие те унпа тăватпăр,_ кăмăллăн калаçать Людмила Федоровна.
Итленĕ май куç вĕçĕпе пỹлĕмри тирпее сăнатăп. Хĕлле те, çуркунне те, кĕркуннепе çулла та чỹречесем çинче çеçке çуран чечексем лараççĕ. Килен-каяна илĕртет çак илем.
_ Куç ỹкерекенсем пулсан та, турачĕсене татса кайсан та тымарĕ пĕтмест. Хăшĕ-пĕри чечек тĕнчине килĕнче ĕрчетесшĕн, вĕсене валли те кирлĕ литература пур. Чечек вăррисемпе тымарĕсене те кунтах сутатпăр.
Паян çакнашкал ĕçшĕн савăнмалла çеç. Чылай маларахри çулсенче хаçат-журналсене почтальонкăсем сумки-сумккипе сĕтĕрнĕ. Хĕллехи вăхăтра çунапа туртатчĕç. Вăл йывăрлăхсем хыçа юлнă халĕ. Çакă та малалла ĕçлеме хавхалану кỹрет пулмалла Л. Никитинана. Мăшăрĕ ăнланать, ачисем ỹснĕ, çемье çавăрнă. 5 мăнук çитĕнет.
_ Эпĕ тĕнчери Почта ĕçченĕсен кунĕ çуралнă. Епле савăнмăн куншăн! Ĕлĕкрех çакнашкаллисене кĕпепех çуралнă пулĕ вăл тетчĕç. Эпĕ çавсен йышĕнчен пулас. Халиччен мĕн хушнине таса тивĕçпе пурнăçласа пынă. Хам та ыттисенчен çаплах ыйтатăп. Малашне те явап-лăха чакарас марччĕ,_ тет Л. Никитина. Çуралнă кун ячĕпе эпир те саламлатпăр, 2014 çулăн пĕрремĕш çур çу-лĕн çырăнтарăвне ăнăç-лă пурнăçласса шанатпăр.
А. АСТРАХАНЦЕВА
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)