17 августа 2013 г.
Кивĕ Ахпỹртри Лапкасра пурăнакансем çак кунсенче тĕттĕмлĕхрен çутта тухнă пекех савăннă. Ара, ку таранччен çичĕ çемьеллĕ пĕчĕк урама кĕрлĕ-çурлă çанталăкра резина атăпа е пысăк урапаллă тракторпа çеç кĕме пулнă-çке. Хуçалăхпа пурăнаканшăн çул ыйтăвĕ питех те çивĕччĕ.
Халĕ вăл татăлнăпа пĕрех: кунта тĕпленнĕ ватăпа-вĕтĕн хĕпĕртемелли кăна юлать. ДПМК маçтăрĕсем эрне хушшинчех ăна якатса тирпейленĕ, вак чул сарса хытарнă. Халĕ вăл асфальт çултан пĕрре те кая мар.
Кăçал çеç Пăлакассинче, Козловкăра, Туçара пĕрер урама йĕркене кĕртнĕ. Кăçалхи черетре- Анат Туçари тепĕр урам. Çывăх çулсенче вара кашни тăкăрлăкрах йĕркеллĕ иртсе çỹремелли çулсем пулĕç.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)