11 июня 2013 г.
Вырсарни кун, çĕртмен 9-мĕшĕнче, пирĕн районта республика Пуçлăхĕ М. Игнатьев пулчĕ.
Вăл Çĕр тата пурлăх хутшăнăвĕсен министрĕпе С. Енилинапа, район пуçлăхĕпе М. Петровпа, район администраци пуçлăхĕпе Н. Глуховпа пĕрле Çĕнĕ Ахпỹртри Л. Краснова тата Е. Мартышкин фермерсен хуçалăхĕпе паллашрĕ.
Çĕнĕ Ахпỹрт ял тăрăхĕпе 7 фермер хуçалăхĕ ĕçлет. Вĕсем пурĕ 700 гектар çĕрпе усă кураççĕ. Çавăн пекех уйрăм хуçалăхпа пурăнакансем те хăйсене тивĕçекен лаптăксенче сухан-çевок, кишĕр, хĕрлĕ чĕкĕнтĕр туса илессипе аван вăй хураççĕ. - Патăрьелсем çĕре хисеплени, юратни сисĕнет, - терĕ Республика Пуçлăхĕ фермер хуçалăхĕсен пурнăçĕпе паллашнă май.
М. Игнатьев çавăн пекех Çĕнĕ Ахпỹртри пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан шкулăн тата ача сачĕн коллективĕсемпе тата ачасен ашшĕ-амăшĕпе тĕл пулчĕ. Чăнах та, кунта пĕлỹ çурчĕн ыйтăвĕ çивĕч. Йывăçран тунă икĕ хутлă шкул кивелнĕ, çитĕнекен ăрăва вĕрентме çуллен юрăхсăрланса пырать. Юсавсем ирттерсен те усси сахалтарах. Пухăннисем шăпах çак проблемăна хускатрĕç. Сăмах май, шкул проекчĕ хатĕр.
(Хамăр корр.)
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)