Новоахпердинское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çĕр – ĕçчен çынна юратать

20 октября 2012 г.

Çĕнĕ Ахпÿртре маттур та ĕçчен халăх пурăнать. Пĕринчен тепри тăрăшулăрах: гектарĕ-гектарĕпе сухан-севок лартаççĕ, кишĕр акаççĕ... Кĕркуннепе çуркунне яла пысăк фурăсем умлă-хыçлă кĕреççĕ, туса илнĕ продукцие инçе хуласене илсе каяççĕ. Укçаллă пулнăран кашни килте тенĕ пекех çăмăл машина пур. Хăшĕ-пĕрин иккĕ-виççĕ те. Çавăн пекех тракторсемпе комбайнсем, кăкарса çÿремелли агрегатсем те сахал мар. Рудольф Георгиевич Плешковăн çурчĕ умĕнче те хурçă “ут” та, акмалли-лартмалли хатĕрсем те, им-çам сапаканни тата ытти те ларать.

Кил хуçипе мăшăрĕ ĕçлĕхли тÿрех паллă.

– Пирĕн çĕрĕ нумай мар, хамăрăн пайсем çеç. Пурĕ пĕрле виçĕ гектар. Кăçал унта çĕр улми, 1,6 гектар севок, 0,5 гектар кишĕр çитĕнтертĕмĕр, – тет кил хуçи.

Калама çеç канас. Çу каçипе тар тăкса вăй хумалăх пур. Чылай ĕçе çемье вăйĕпе çеç пурнăçлаççĕ. Акаканни те, лартаканни те, йăрансем хушшине çыраканни те Рудольф Георгиевич хăйех. Çум курăкран гербицид сапаççĕ. Çу каçипе çитĕннĕ çимĕçе пуçтарса кĕртнĕ чухне кăна тăванĕсене пулăшма чĕнеççĕ.

– Кăçал тухăç аван пулчĕ, савăнмалăх пур. Çĕр улми гектартан 250 центнер ытла та тухрĕ. “Удача” тата “рокки” сортсене лартнăччĕ. Кишĕрпе севок та ăнса пулчĕç. Хальлĕхе пĕрне те сутман-ха, çуркуннечченех тăрасшăн, – пĕлтерет Р. Плешков. Чăнах та, 10-шар тонна кĕрекен икĕ подвал тулли михĕсемпе кишĕрпе лараççĕ. Севок та хранилищĕре упранать.

Калаçу малалла тăсăлнă майăн тĕлĕнмеллисем тупăнсах пычĕç. Çĕрпе чылай çул ĕçленĕрен Çĕнĕ Ахпÿртре пурăнакансем агроном та, инженер та. Хăть хăш вăрлăха те сутăн илмеççĕ. Плешковсем хăйсемех туса илеççĕ.

– Пĕр килограмм сухан вăрлăхĕ валли пуçлă сухан е шултăра севок пĕр пысăк витре кирлĕ. Кăçал эпир 100 килограмм сухан вăрлăхĕ акнăччĕ, пурте килте хатĕрлени. Çитес çула валли те хамăрах тăватпăр, – пĕлтерет малалла çĕр ĕçченĕ.

Кăкарса çÿремелли агрегатсенчен им-çам сапмалли хатĕре, севок аврине татмалли барабана, кишĕр кăлармалли скобана, сÿрене тата ыттине те Рудольф Георгиевич хăй аллипе тунă. МТЗ – 82 трактора вара пахчара ÿснĕ продукцие сутса туяннă. Халь хăть мĕн тăвас тесен те пурте алă айĕнче пур. Унччен, чăнах та, йывăрлăхĕсем пулнă ĕнтĕ.

– Çĕрпе 20 çул каялла ĕçлеме пуçларăмăр. Малтан хыçри пахчара кăна тăрăшаттăмăр, каярах лаптăка ÿстерсе пытăмăр. Халь акас-лартас тĕлĕшпе хам та аванах ăнкаратăп. Ун чухне пĕлменнисем те чылайччĕ. Анне канашсемпе нумай пулăшрĕ. Тивĕçлĕ канăва кайичченех колхозра пахча-çимĕç бригадинче вăй хунăран вăл сухан-севок туса илес ĕçе лайăх пĕлнĕ. Ачасем те пĕчĕклех хамăрпа юнашар тăрса çумланă, кăларнă... Вĕсем те ÿссе çитрĕç. Аслă ывăл салтака кайса килчĕ, Шупашкарти пĕр банкра вăй хурать. Кĕçĕнни шкулта вĕренет, – каласа парать Р. Плешков.

Çĕр вăл хăйне юратакана, хисеплекене, вăрттăнлăхĕсен тупсăмне пĕлекене кăмăллать. Çулсем иртнĕçем Рудольф Георгиевич çакна лайăх ăнланса илнĕ. Çавăнпах акать, лартать, тупăшне те курать.

 

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429353, Чувашская Республика, Батыревский район, с.Новое Ахпердино, ул.Ленина, д.46
Телефон: 8(83532) 66639
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика