Новоахпердинское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Кишĕр укçипе – вĕр-çĕнĕ машина

06 октября 2012 г.

ЮХМАПА Пăла тăрăхĕнче Çĕнĕ Ахпÿртсем – пахча çимĕç культурисене килти хуçалăхра туса илессипе вăй хума пуçлакансенчен пĕрисем. Чăнах та, питĕ ĕçлĕхлĕ халăх кунта пурăнать. Гектарĕ-гектарĕпе сухан-севок, кишĕр, хĕрлĕ чĕкĕнтĕр çитĕнтереççĕ, вĕсене сутса укçа тăваççĕ, пуянлăха ÿстереççĕ. Акă, пĕрисем иртнĕ çулхи продукцие çуркунне парса янă хыççăн ывăлне ют çĕр-шывра кăларнă вĕр-çĕнĕ машина илсе панă.

Ĕне пур – ĕмĕт пур Кивĕ Ахпÿртри ĕне вити çумĕнчи картара пушмак пăрусем пĕр çĕрелле пухăннă та лăпкăн çеç кавлесе тăраççĕ. Нумай пулмасть кăна çак вырăнта ферма пушă пулнине халь пĕрре те ĕненес килмест ĕнтĕ. Выльăхсен шучĕ нумай мар-ха, апла пулин те пуçламăшĕ пур. “Ĕçе

пуçăнни хăйех çур ĕç”, темеççĕ-и-ха ваттисем!

– Ял çынни вăй хумасăр пурăнма хăнăхман. Укçи-тенки çитсех кайманни кăна чăрмантарса пырать. Ăратлă выльăхсемпе унчченех ĕçлес шухăш пурччĕ, анчах вĕсене туянма майĕсем сахалтарахчĕ. Республикăра “2012 – 2014 çулсенче фермер ĕçне пуçăнакансене пулăшасси” тĕллевлĕ программа пурнăçа кĕнине илтсенех çавăнта хутшăнма кăмăл турăм, – пĕлтерет çĕнĕ кĕтÿ хуçи Ирина Михайловна Каргина.

Çĕнĕ юхăма хутшăнас тĕллевпе вăл бизнес-план тата ытти документсем хатĕрленĕ, конкурса тăратнă. Пулас фермерсене комисси чăн-чăн экзамен тыттарнă. Ентеш палăртнă тĕллевсем тÿресен кăмăлне кайнă курăнать: ăнăçу суннă. Сăмах май, конкурса пирĕн районтан 19-ăн кайнă, 16-шĕ тĕ-рĕслев тапхăрĕ витĕр тухнă.

Умне лартнă шухăша пурнăçлас тата панă укçапа туллин усă курас тесе И. Каргина ăратлă ĕнесем шыраса Киров облаçнех çитет.

– Чăн та, выльăхĕсем лайăх, кăмăла кайрĕç. Анчах инçетрен турттарса килесси пăшăрхантарчĕ. Таврăннă хыççăн Етĕрне районĕнчи “Ленинская искра” хуçалăх ăратлăхпа ĕçленине пĕлтерчĕç. Маншăн кунта курмалли-вĕренмелли те нумай пулчĕ. Ĕне “паспорчĕ” çине тăватă сыпăк таран çырнă. Амăшĕ мĕн чухлĕ сĕт панине те кăтартнă. Тата ку хуçалăхра чĕрĕ япала çитермеççĕ: утă, çăнăх, сенаж çеç параççĕ, – тет Ирина Михайловна кăмăллăн пушмак пăрусем еннелле утнă май. – Октябрь çурринчен йыш хутшăнма пуçлать. Çав куна чăтăмсăррăн кĕтетĕп.

Етĕрне тăрăхĕнчен И. Кар-гина хура-шурă ăратлă 10 пăру илсе килнĕ. Пĕри-пĕри çеç 100 пин тенке (чĕрĕ виçен пĕр килограмĕ 240 тенкĕ) ларнă! Витене тĕпрен юсанă, шуратса дезинфекциленĕ, урай сарнă. Пĕчĕк пăрусене ямалли клеткăсене тирпейленĕ. Апачĕ те çителĕклех: 50 тонна – утă, 300 тонна сенаж пур. Выльăхсене пăхма Н. Кириллована ĕçе илнĕ.

Ирина Михайловна малашне сăвакан ĕнесен шутне 30 пуçа çитерме палăртать.

 

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429353, Чувашская Республика, Батыревский район, с.Новое Ахпердино, ул.Ленина, д.46
Телефон: 8(83532) 66639
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика