Новоахпердинское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çамрăкпа çамрăкла

26 сентября 2012 г.

Авăн уйăхĕнчи отчета панă хыççăн пĕр çăпанĕ шăтрĕ тейĕн Елена Васильевнан: лаштах сывласа ячĕ. Пурте йĕркеллех. Умри тĕллевсене пурнăçланă. Тепĕр уйăх шухăшсăртарах пурăнма пулатех. Хаçачĕ-журналĕ çителĕклех килет уйрăма. Çырăнтарнисĕр пуçне сутлăх тавар та сахал мар сĕнеççĕ. Апат-çимĕçĕ, хуçалăх япали, чăлха-нуски таранчченех пур. Пĕр тепĕр лавккаринчен те нумайрах. Шăплăха сирсе ĕç пÿлĕмĕнче телефон сас пачĕ. Ял вĕçĕнче пурăнакан пенсионерка иккен. 2013 çулăн пĕрремĕш çур çулĕ валли хаçат çырăнтармалли тапхăр пуçланнăран чун апачĕшĕн хака ÿстернипе е ÿстерменнипе интересленет. Т. Еремеева почтальонкăна çула май хăй патне чарăнма ыйтать.

Хаваспах килĕшрĕ почта уйрăмĕн ертÿçи Е. Чернова. Ватăсемпе ватăлла, çамрăксемпе çамрăкла пулма пĕлет вăл, кирек камăн ыйтăвне те туллин тивĕçтерме тăрăшать. Кун каçиччен уйрăмăн алăкне сахалăн уçаççĕ-им! Пĕрисем газпа, теприсем электричествăпа усă курнăшăн татăлма килеççĕ. Виççĕмĕшĕсем кĕсье телефонĕ çине укçа хурасшăн. Хулара вĕренекен ывăл-хĕрĕ патне кĕмĕл куçаракансем те пур.

Сăмах çине тенĕ пекех, Татьяна Викторовна та çитрĕ. Елчĕкрен почта машини киличчен яланах уйрăмра вăл. Тавар пушатма та пулăшать. Ахальтен мар çак системăра вăтăрмĕш çул ĕçлет. Маларах Турханта, унтан Патăрьелĕнче вăй хунă. Юлашкинчен Çĕнĕ Ахпÿртре хаçат валеçет. Подпискăна вăхăтра тата ирттерсе тултарса пырать.

– Паян шăпах “Авангард” килнĕ кун. Çитетĕпех Маюк аппа патне. Вăл район хаçачĕсĕр юлмастех. М. Мартышкин, М. Михайлов, хамăр та пĕр çул сиктермесĕр çырăнатпăр ăна,– терĕ сăмаха ĕçпе çирĕплетме хăнăхнă Татьяна Викторовна. Унтан вара И. Куданова вĕренсе пырать. Ираида Макаровна хул урлă почта сумккине çакни те самай вăхăт.

– Ĕçĕ çăмăл мар хаçат валеçекенсен. Кĕрлĕ-çурлă çумă-рĕ те, пылчăкĕ те тарăхтарать. Ĕлĕкрех хаçат-журналпа тул-нă сумккана паян хăш-пĕр тавар та хушăнать. Пĕрисем савăнаççĕ çакăншăн. Кĕпе супăнĕ, шăл пасти, выльăх-чĕрлĕхе ÿт хуштаракан тĕрлĕ хутăш шырама район центрне каясси çук, киле килсех параççĕ. Теприсем вара тавар сĕннине хирĕç Пурпĕрех кăмăлĕсене уçаççĕ почтальонкăсем, пенси укçипе савăнтараççĕ,– пĕрле вăй хуракансен ĕçне хисепе хурса калаçать Елена Васильевна. Ăна ку енĕпе вĕрентме кирлĕ мар. Чĕрĕк ĕмĕр такăрлатнă почта уйрăмĕн сукмакне Е. Чернова.

Виçĕ ача çитĕнтернĕ вĕсем мăшăрĕпе, пурне те аслă пĕлÿ панă, бюджет системинче пулмасан та вăй-хал çитернĕ. Халĕ ăрăва малалла тăсакансем хăйсен юратнă ĕçĕсенче, çемьеллĕ, пĕрер ачаллă.

Тĕп ĕçĕпе пĕрлех (мăшăрĕ Николай Александрович улма-çырла питомникĕнче тĕп инженер) Черновсем выльăх-чĕрлĕх те çителĕклĕ тытаççĕ, пĕр гектар ытла çĕр çинче курăк, çĕр улми, кишĕр, сухан-севок, чĕкĕнтĕр, купăста çитĕнтереççĕ.

 

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429353, Чувашская Республика, Батыревский район, с.Новое Ахпердино, ул.Ленина, д.46
Телефон: 8(83532) 66639
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика