Новоахпердинское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Вĕрентекенĕн ĕçĕ сумлă

28 июля 2012 г.

Кивĕ Катекри шкул-садра ĕçлекен Людмила Петровна Владимирова çитĕнекен ăрăва тĕрĕс калаçма, пĕр-пĕринпе хутшăнма, ушкăнпа выляма, гимнастика тума тата ыттине те вĕрентет. Патăрьел хĕрĕ кÿршĕ яла 32 çул çуран çÿрет. Шкул саккинчен тухнă хыççăн Чăваш патшалăх университечĕн историпе филологи факультетне куçăмсăр майпа вĕренме çул тытнă вăл. Ĕç кĕнекине вара Каншелĕнчи сакăр çул вĕренмелли шкулта пуçланă. Малтан вăхăтлăха ачасене чăваш чĕлхипе литературине вĕрентнĕ. Кайран Кивĕ Катеке куçнă, унтах тĕпленнĕ. Иртнĕ кунсене каллех хавхаланса аса илет Людмила Петровна .

– Уроксенче ачасем тимлĕн итлесе ларатчĕç. Юрататчĕç предмета. Айрат Якушевпа олимпиадăна хутшăнтăмăр. Тутар ачи пулсан та чăвашсенчен пĕртте кая юлмарĕ. Калаçнă чухне те акценчĕ палăрмастчĕ. Ирина Быкова, Надя Цыпленкова, Валерий Самойлов, Галина Касьянова алла аттестат илнĕ хыççăн университетăн чăваш чĕлхипе литература уйрăмнех кайрĕç,– тет кăмăллăн вĕрентекен.

Çул хыççăн çул иртнĕ, шкултан пĕр выпуск хыççăн тепри тухнă. Çемьере те йыш хушăнсах пынă. Виçĕ ывăл çуралнă Владимировсен. Ачапча ÿстернĕ чухне кирек камăн та вăхăт хĕсĕк. Людмила Петровнăпа Николай Ильичăн та çаплах пулнă. Ашшĕ водительте ĕçленĕ, кулленех рейса кайнă. Çемье ирпе пуçтарăнса саланнă та каçхине пухăннă. Хĕрарăмăн вара апат пĕçермелле, кĕпи-йĕмне çумалла, тирпей тытмалла тата ытти те.

– Çуллахи каникул вăхăтĕнче те урамра йыт хÿри пăрса çÿремен пирĕн ачасем

Çулленех пĕрер пахча севок акаттăмăр. Ăна миçе хутчен çумран тасатмалла! Хăйсемпе хăйсемех ĕçлетчĕç,– калаçăва малалла тăсать амăшĕ.

Ялсенче ача шучĕ чакса пынăран Кивĕ Катекри сакăр çул вĕренмелли шкул реструктуризацине лекрĕ. Людмила Петровна вара воспитательницăна куçрĕ. Ĕç мелĕ улшăнчĕ, паллах. Утнă-утман, калаçма пĕлнĕ пĕлмен ачасене ушкăна йышăнмалла та вĕсене шкул сакки çине лартиччен пăхмалла.

Тĕрлĕ ялтан çÿреççĕ ачасем садике. Хăй шкулта вĕрентсе кăларнисен мăнукĕсемпе ĕçлет халĕ воспитательница. Вăхăт иртет çав, вăхăт шăвать. Ялта палламан çынни çук. Шкулти комсомол, профсоюз организацийĕсен секретарĕн тивĕçĕсене пурнăçланă Людмила Петровна. Пĕр мероприяти те, спорт ăмăртăвĕ те унсăр иртмен. Çăмăл атлетика хăйшĕн те çывăх пулнă. Паян вара ачисен çитĕнĕвĕсемпе савăнать. Андрей педагогика университетĕнчен вĕренсе тухнă хыççăн Патăрьелĕнчи “Паттăр” спорт шкулĕнче тренер пулса ĕçлет. Саша пĕр фирмăн юрисчĕ, Сергей дизайнера вĕренсе тухнă.

 

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429353, Чувашская Республика, Батыревский район, с.Новое Ахпердино, ул.Ленина, д.46
Телефон: 8(83532) 66639
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика