Новоахпердинское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ача сывлăхлă çитĕнтĕр

19 мая 2012 г.

Шкул ачин кун йĕркинче ĕçпе кану, апатлану тата çывăрни тĕп вырăн йышăнаççĕ. Ăна тĕрĕс йĕркелени çитĕнекен ăру сывлăхне çирĕплетет, вĕренÿре тата кулленхи пурнăçра савăнăç кÿрет. Çавăн чухне ача телейлĕ те. Çамрăкăн мĕн чухлĕ çывăрмалла-ши; Вăл унăн ÿсĕмĕнчен килет. Сăмахран, иккĕмĕш класс ачин 11-10,5 сехет канмалла. Ытлашши ыйха тăсни сиенлĕ. Çывăрас умĕн кĕнекесем вулама, шавлă вăйăсем выляма юрамасть. Пÿлĕме уçăлтармалла. Сывлăш температури 18 градусран ăшă пулмалла мар. Вĕренÿ çулĕ вĕçленсе пынă май Çĕнĕ Ахпÿртри иккĕмĕш класс ачисемпе (6 вĕренекен) кун йĕркине мĕнлерех йĕркеленине пĕлес тĕллевпе ыйту-хурав ирттертĕмĕр. Çĕрле канлĕ çывăрнисен ĕç тухăçлăхĕ, сахалрах çывăрнисемпе танлаштарсан, чылай пысăкрах (5-шĕ вăхăтра çывăрма выртаççĕ, вĕсен организмĕ канса, çирĕпленсе ĕлкĕрет, пĕри вара ыйхă нормине пăсать, çывăрса тăранаймасть).

Апатран аслă пулаймăн, тенĕ ваттисем. Тĕрĕс апатланни сывлăха та çирĕплетет. Апатра пур тутлăхлă япала та çи-телĕклĕ пулмалла. Шкул ачин кунне 4-5 хутчен 3-4 сехет хушши тăхтавпа апатланмалла. Кирлĕ чухлĕ çăкăр, пахча çимĕç, пăрçа культурисем, аш апачĕ, ÿсентăран çăвĕ, услам çу, тăпăрчă, çăмарта тата ыттине те çимелле. Шкула каиччен кашни кунах апатланмалла. Çинĕ чухне вулама, телевизор курма, калаçма юрамасть.

Класри виçĕ ача ирхине апатланса, иккĕшĕ хăш-пĕр чухне, пĕри пачах çимесĕр килеççĕ иккен.

Паянхи шкул ачи килте те, шкулта та сахал утать. Çавна май ун организмĕ хавшать. Вĕренÿ расписанине ачасен ÿсĕмне кура йĕркелемелле. Пĕрре-мĕш классен куллен 4 урокран ытлашши пулмалла мар. Пĕр хутчен физкультура шучĕпе пиллĕк ирттерме юрать. Кĕçнерникун е эрнекун çăмăллатнă вĕренÿ кунĕ пулмалла. Уроксем хушшинче 10 минут тăхтав, 2-мĕш е 3-мĕш хыççăн 20-30 минут пысăк тăхтав (уçă сывлăшра) ирттермелле. Пÿлĕме уçăлтарни, хĕвел çути кĕни ача сывлăхĕшĕн питĕ усăллă. Кун йĕркинче спорт секцийĕсем, кружоксем (1-2 сехет), велосипедпа, йĕлтĕрпе ярăнни пулмалла. 2 кружок та çителĕклĕ. Юлташсемпе кинона кайса килме, выляма юрать. Анчах пĕр кун темиçе мероприяти палăртни вырăнсăр.

Кун йĕрки тăрăх виçĕ ача яланах ирхи зарядка тăваççĕ, иккĕшĕ хăш-пĕр чухне, пĕри–нихçан та.

Шкула çуран çÿрени усăллă. Çывăрас умĕн те, уроксем хыççăн та 3,5 сехет уçăлса çÿремелле.

Кружока çÿренипе интересленни хыççăн вĕренекенсем пурте “Информатикăна”, “Сывлăха” кăмăллани паллă пулчĕ.

Пушă вăхăтра ачасен вулама, выляма, музыкăпа заняти ирттерме, телевизор пăхма, ÿкерме, ашшĕ-амăшне пулăшма, спортпа туслашма юрать. Компьютерпа ытлашши ларни виçесĕр сиен кÿрет.

Анкета тăрăх вĕренекенсен çурри кунне 1-2 сехет телевизор пăхать, компьютер умĕнче ларать. Ыттисем спортпа туслă.

Шкултан килсен ачан чи малтан 1-1,5 сехет канмалла. Кăнтăрлахи апат çимелле. Уроксене хатĕрленме çăмăл предметсенчен пуçламалла. Майĕпен йывăррисем çине куçмалла. 30-40 минутран 15 минут физкультминутка е музыка тăхтавĕ тумалла. Урок тума телевизор е радио чăрмантармалла мар. Киле панă ĕçе çав кунах тумалла.

Пурнăç урапи çине ларсан тилхепине ачасен хăйсенех тытса пымалла-çке. Çавăнпа çирĕп кун йĕркине пăхăнни кирлех.

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429353, Чувашская Республика, Батыревский район, с.Новое Ахпердино, ул.Ленина, д.46
Телефон: 8(83532) 66639
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика